Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 75)

Унăн ячĕ çухалма тивĕç мар…

Мария Бикулова актриса, Владимир Андреев олимпиец, ỹнерçĕсем - Иван Дмитриев-Эльмек, Юрийпе Олег Ксенофонтовсем, çыравçăсем - Петрпа Василий Сидоровсем, культура ĕçченĕсем - Людмилăпа Юрий Петуховсем - Лаш Таяпа ялĕн мухтавĕ. Чаплă ушкăна Владимир Петрова та кĕртни вырăнлă-тăр. Ун ятне хальхи çамрăксем пĕлмеççĕ те пулĕ, мĕншĕн тесен вăл пурнăçĕн ытларах пайне республика тулашĕнче

Подробнее

Призыв — в плановом режиме

В России с 1 апреля начался призыв на срочную военную службу. На эту тему побеседовал наш корреспондент с военным комиссаром Чувашской Республики - полковником Б.Холиковым. - Бахтиер Махмаджонович, сколько человек планируется призвать на военную службу из Чувашской Республики в период весеннего призыва? - Весенняя призывная кампания продлится до 15 июля. В рамках

Подробнее

Марафон пухмачĕ — ачасемшĕн

Чăваш Енре "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонĕ пырать. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей ача-пăча фончĕн председателĕпе Дмитрий Лихановпа пĕрле старт панă. Палăртмалла, фондăн чăваш уйрăмĕ çак марафона 1995 çултанпа йĕркелесе ирттерме тытăннă. Марафон вăхăтĕнче пухнă укçа-тенкĕ йывăр лару-тăрăва лекнĕ тата инвалид ачасене пулăшма кайĕ. Дмитрий Лиханов ятарлă çар операцийĕ

Подробнее

Музейсене тỹлевсĕр

Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем республикăри культура учрежденийĕсене тỹлевсĕрех çỹреме пултараççĕ. Çак çăмăллăхсем ЧР Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланаççĕ. "Пирĕн çар çыннисен çемйисене хамăрăн музейсенче йĕркеленĕ куравсене, театрсене, филармонири тата Трактор тăвакансен культура керменĕнчи концертсене пырса курма сĕнетпĕр", - палăртнă культура министрĕ Светлана Каликова. Хальлĕхе патшалăх музейĕсене 46 çын тỹлевсĕр кĕрсе курнă, вĕсен

Подробнее

Вĕрентỹ ĕçĕнче — 40 çула яхăн

Петр Комиссаров Педагогсемпе наставниксене халалланă çулталăкра Яманчỹрелĕнче çак пысăк ята тивĕçнĕ Петр Комиссаров çинчен каласа парасшăн. 87 çула çитиччен пурăннă вăл, ыран хисеплĕ çыннăмăр çуралнăранпа 100 çул çитет. Петр Кондратьевич хăйĕн ĕмĕрĕн пысăк пайне - 40 çула яхăн - ялти шкулпа çыхăнтарнă. Педагогика ĕçĕнчи пысăк ỹсĕмсемшĕн "РСФСР халăх çут ĕç отличникĕ"

Подробнее

Çурт-йĕр çĕнелет, территорисем хăтлăланаççĕ

2021-2022 çулсенче пурнăçламалли кĕске вăхăтлă муниципалитет программипе килĕшỹллĕн хута каякан ĕçсем халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма май параççĕ. Вĕсем пулăшнипе Елчĕк муниципалитет округĕнче те юлашки çулсенче нумай хваттерлĕ çуртсене юсассипе, çĕнĕ сăн кĕртессипе курăмлă, пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Иртнĕ кунсенче анчах Елчĕкри Юбилей урамĕнчи 4-мĕш номерлĕ çурт тăррине (пурĕ 660 тăваткал метр,

Подробнее

Пиччĕшĕпе шăллĕ

Çĕнĕ çĕре - вăрман тăрăхне Тĕмерте çуралса ỹснĕ Михаилпа Яков Сапожниковсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Йĕпреç районĕнчи Огонек ятлă поселок-выселокран тухса кайнă. Çавăнпах Тĕмерте лартнă палăк çинче вĕсен хушамачĕсем çук. "Астăвăм" кĕнекисене иккĕшĕ те Йĕпреçрен вăрçа кайса вилнисен тата вăрçа хутшăннисен списокĕсемпе кĕнĕ. Пĕртăвансем Йĕпреç тăрăхне мĕнле лекнĕ-ха? Вĕсен кун-çулĕ мĕнле

Подробнее

Олег Николаев: «Халăхăн ыйтăвĕсене шута илмесĕр тăмалла мар»

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев регионта пурăнакансемпе "Тỹрĕ лини" ирттерчĕ. Икĕ сехете яхăн пынă мероприяти пĕтĕмĕшле 16-мĕш пулнă. Кăçалхи "Тỹрĕ линин" трансляцийĕ техника кăлтăкĕсене пула темиçе минутлăха татăлчĕ. Кун пирки: "Йĕркеленнĕ лару-тăрăва тĕплĕн пăхса тухĕç, пĕтĕмлетỹсем тăвĕç", - терĕ республика Пуçлăхĕ. Пĕтĕмпе 1000 яхăн ыйту тухнă, вĕсенчен 400 ытла

Подробнее

Уйри шав вăйланать

Çанталăк çуркунне енне туртăнни куллен çирĕпленсе пырать. Çавна май çĕр хуçин те уй-хирте пурнăçламалли ĕçсем хушăнсах пыраççĕ. Округри чылай ял хуçалăх предприятийĕнче нумай çул ỹсекен курăксемпе кĕрхи культурăсене апатлантарассине, кĕрхи çĕртме лаптăкĕсене сỹрелессине йĕркеленĕ. Акционерсен "Прогресс" хупă обществинче те ĕç шавĕ вăйлансах пырать. Александр Петров, Александр Николаев, Рудольф Федотов çĕр

Подробнее

Çыравçăсемпе тĕл пулнă

Тĕрлĕ тытăмра тăрăшакансем шкулсенче час-час пулнă май хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн пĕлтерсе ачасене професси тĕнчипе паллашма май туса параççĕ. Патреккел шкулĕнче вĕренекенсем çак кунсенче Николай Ларионов-Йĕлмел çыравçăпа тата Галина Енейкина сăвăçпа курнăçрĕç. Хăнасем чи малтанах хăйсем пирки каласа пачĕç тата пултарулăх çул-йĕрĕ çинче чарăнса тăчĕç. Н.Ларионов ячĕ пирĕншĕн ют мар. Унăн

Подробнее