Суббота, 18 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 74)

Кĕнекесене хакларĕç

Республикăри "Литературăллă Чăваш Ен: 2022 çулхи чи вуланакан кĕнеке" конкурс пырать. Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакансем кĕнеке вулама юратни вулавăша час-час халăх кĕрсе тухнинчен паллă. Çак кунсенче кунта кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр, унта конкурса хутшăнакан хайлавсене тăратрăмăр. Мероприятин тĕп тĕллевĕ çавăн пекех чăваш кĕнекисене халăх патне çитересси, чăваш литературинчи пултаруллă çыравçăсен хайлавĕсемпе паллаштарсах

Подробнее

Халăха йышăнĕç

Апрелĕн 19-мĕшĕнче республикăра пĕрлехи информаци кунĕ иртесси пирки пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çак кун, 11 сехетре, округ администрацийĕнче Чăваш Ен патшалăх ĕç тăвакан органĕсен представителĕ халăха уйрăм ыйтусемпе те йышăнĕ.

Подробнее

Налука вăхăтлă тỹлемелле

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Леонард Левый калаçăвне чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Православи тĕнне ĕненекенсем Мăнкун уявне паллă турĕç. Округри чиркỹсенче Мăнкун кĕллисем тивĕçлĕ иртнĕ,

Подробнее

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталаннă?

Елчĕк муниципалитет округĕнчи выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи 3 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Цифрăсене тишкерес пулсан, отчетлă тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пурĕ 5261тонна (105 процент) сĕт туса илнĕ. Чи пысăк кăтарту - "Победа" ОООра - 9700 тонна. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, ял хуçалăх предприятийĕнче сĕт туса илесси 122,3 процент ỹснĕ.

Подробнее

Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене — çăмăллăх кредичĕ

Иртнĕ кунсенче Шупашкарта Раççей ял хуçалăх банкĕн правленийĕн председателĕн заместителĕсем Екатерина Романьковăпа Денис Константинов, банкăн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Унта вĕсем хушма хуçалăх тытакансемпе хăй тĕллĕн ĕçлекенсене, ял бизнесне финанс тĕлĕшпе пулăшассине, патшалăх программине пурнăçа кĕртме Чăваш Енĕн власть

Подробнее

Ярмăрккă ĕçе вырнаçма пулăшать

Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри "Раççей ĕçĕ. Çĕнĕ майсен вăхăчĕ" ярмăрккăн регионти тапхăрĕ ĕçленĕ. Мероприятин тĕп тĕллевĕ ĕç тупма пулăшасси кăна мар, карьера ỹсĕмĕ тăвас енĕпе пулăшасси те шутланать. Тĕп хулари Трактор тăвакансен культура керменĕнче икĕ кун ĕçленĕ ярмăрккăра вакансисемпе пĕрлех ĕçлев службисем сĕнекен çĕнĕ майсемпе те паллаштарнă. Республикăри 40 ытла промышленность предприятийĕ

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Çăмăл атлетика Шупашкарти "Олимпийский" стадионта республика чемпионачĕ иртнĕ. 19 командăран Елчĕк округĕн пĕрлештернĕ команди 14-мĕш вырăн йышăннă. Малтисем - Шупашкар хулин, Патăрьел, Çĕрпỹ округĕсен командисем. Пирĕн атлетсенчен кросра никам та призерсен шутне кĕреймен пулсан та, палăртса хăвармалли пурах. Серафима Самаковăпа (Аслă Пăла Тимеш ялĕ) Мария Яковлева (Аслă Елчĕк шкулĕ) çитĕннисен 3-мĕш спорт

Подробнее

Ăста аллисем — вĕсен тĕп вăйĕ

Массажист ĕçĕ çăмăл мар. Вăл тăтăш ура çинче, тата, пĕтĕм вăйне парса ĕçлес пулать унăн. - Апла пулин те çынсем эпир ывăннине курмалла мар. Мĕншĕн тесен вĕсем пирĕн пата ырă кăмăл-туйăмпа килеççĕ, эпир те вĕсене çапла кĕтсе илме тивĕçлĕ, - теççĕ районти тĕп больницăри Зоя Федоровăпа Ирина Кириллова массажисткăсем. Вĕсем, йывăрлăхсенчен хăраманскерсем,

Подробнее

Сăвăсран шар курасран

Сăвăссем вăрманта кăна мар, пахчара та тапăнаççĕ. Çак хурт-кăпшанкă ытларах йывăç çинче, пысăках мар тĕмсенче пурăнать. Чылай чухне çулнă курăк çинче нумай вĕсем. Килти чĕр чунсемпе выльăхсенчен çынна куçма пултарать. Сăвăсран сыхланма çутă тĕслĕ, ỹте лайăх хуплакан тумтир тăхăнмалла, вĕсене хăратакан ятарлă япала -репеллент - чиксе çỹремелле. Хальхи вăхăтра специалистсем ача-пăча кану

Подробнее

«Орденпа медаль — теçеткене яхăн»

И.Я.ЯКОВЛЕВ çав тери сăпайлă çын пулнă, хăйĕн наградисемпе те мухтанма юратман. Унăн чăн малтанхи воспитанникĕсенчен пĕри, Вырăс Чукал ялĕнче çуралса ỹснĕ Иван Иванович Исаев учитель хăйĕн аса илĕвĕнче: "Иван Яковлевичăн орденпа медаль - теçеткене яхăн!" - тесе çырнă. III степень Таса Станислав орденĕпе Иван Яковлевича - 1878 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче, II

Подробнее