Четверг, 15 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение (Страница 21)

Кукша чирĕ ересрен мĕнле сыхланмалла?

- Кукша чирĕ мĕнле чир? - Кукша чирĕ е микроспори - ерекен, чи сарăлнă кăмпа инфекцийĕ шутланать, ỹт-тирпе çỹçе сиенлет. - Çак чир мĕн чухлĕ сарăлнă тата ытларах микроспорипе камсем чирлеççĕ? - Микроспори питĕ ерекен чир. Пирĕн республикăра çулсеренех 800 çын ытла чирлет, нумайрах ачасем чирлеççĕ. Ытларах Муркаш, Етĕрне, Красноармейски районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар

Подробнее

Пĕлсе апатланмалла

Ман пата йышăнăва кĕрекен чылай çын: "Мĕн вăл холестерин?" - тесе ыйтать. Юлашки вăхăтра пациентсем хăйсен сывлăхĕпе интересленни сисĕнет, çавăнпа юнри холестерин шайĕ пысăккипе пĕчĕккине сăнасах тăраççĕ. Холестерин организмри мĕн пур клеткăсенче пур. Вăл ват тунă çĕре хутшăнса апата шĕветме пулăшать, "Д" витаминпа гормонсем тунă çĕре хутшăнать. Çын организмĕнче 140-200 грамм холестерин

Подробнее

Витамин ытларах пултăр

Вĕренỹ çулĕ пуçланиччен икĕ эрне ытларах çеç вăхăт юлать. Врач патĕнче пулса, час-часах ашшĕ-амăшĕсем тухтăртан канаш ыйтаççĕ: ачана вĕренỹ çулне мĕнле тĕрĕс хатĕрлемелле? Мĕнле апат çитермелле? Шкул ачин стресне мĕнле майпа сирмелле? Елчĕк район больницин педиатр тухтăрĕ Надежда Афанасьева ачана вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрлемеллине канаш пачĕ. Чи кирли - ачасен

Подробнее

Чи лайăх фельдшер

Нумаях пулмасть республикăри "Професси енĕпе чи лайăххи" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта врачсемпе медицина специалисчĕсем хутшăннă. "Васкавлă медицина пулăшăвĕн чи лайăх фельдшерĕ" номинацире Патăрьелĕнчи васкавлă медицина пулăшăвĕн подстанцийĕнче тăрăшакан Алена Шляпина çĕнтернĕ. Алена Владимировна васкавлă пулăшу тытăмĕнче хăйĕн опытне пуянлатса пырать. Вăл çемйипе Елчĕкре пурăнать. Мăшăрĕпе 3 ача ỹстереççĕ вĕсем. Сăн ỹкерчĕкре: Алена Шляпинăна ЧР

Подробнее

Сăваплă ĕçре

Кăçал районти медицина ĕçченĕсем хăйсен професси уявне нихçанхинчен анлă паллă турĕç. Елчĕкри культура керменне паян çак сферăра ырми-канми вăй хуракан шурă халатлă тухтăрсемпе сестрасем, тирпейлỹçĕсем, сывлăх сыхлавĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă вун-вун çын пуçтарăнчĕ. Пурте ăшă кулăллă, савăк кăмăллă пулни тỹрех курăнчĕ. Пухăннисем чи малтанах районти тĕп больницăра тĕрлĕ вырăнта вăй

Подробнее

Конкурсра çĕнтернĕ

Кĕçĕн Таяпари фельдшерпа акушер пункчĕ Медицина ĕçченĕн кунне халалланă конкурсăн "Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ" номинацийĕнче çĕнтернĕ. ФАПра заведующи пулса Валентина Головина тăрăшать. Вăл сывлăх сыхлавĕн сферинче 37 çул ĕçлет, çав шутран 15 çул - ертỹçĕре. Валентина Петровна хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлекен ĕçчен, халăха вăл эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та

Подробнее

Асăрханни вырăнлă

Юлашки çулсенче халăх хушшинче халера е халер чирĕ пирки калаçнине илтмен. Анчах та çак амак лекмĕ тесе шантарса калаймăн. Вăл - ерекен чир. Çынсен организмне вибрионпа сиенленнĕ шыв урлă лекме пултарать. Çавăн пекех çумасăр çинĕ улма-çырла та, пахча çимĕç те чире пуçарса яракан çăлкуç пулса тăрас хăрушлăх пур. Тăвар лекнĕ

Подробнее

Профессие чунтан парăннă

Медицина ĕçченĕн профессийĕ обществăра пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Авалхи Грецин паллă философĕ Сократ каланă тăрăх, судья, педагог тата медицина ĕçченĕ хевтине çỹлтен илеççĕ. Енчен те ахаль çын урăх çын пурнăçне çăлать пулсассăн, ăна паттăр пек чыслаççĕ, награда параççĕ. Медицина ĕçченĕшĕн вара çын пурнăçне çăласси кулленхи йывăр ĕç пулса тăрать. Тĕрлĕ шайри

Подробнее

Шăл тухтăрĕсем маттур

Нумаях пулмасть виçĕ хутчен Елчĕкри тĕп больницăри стоматологи уйрăмне каймалла пулчĕ. Уйрăма пырса кĕрсен тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Пациентсене кĕтсе ларма та лайăх. Часах кабинета чĕнсе кĕртеççĕ. Ылтăн алăллă стоматологсем патĕнчен сипленсе тухнине те сисместĕн. Халĕ врачсем патне электронлă майпа çырăнма май пуррипе пушшех меллĕ. Районти шăл тухтăрĕсем пĕринчен тепри пысăк опытлă.

Подробнее

Ыйту-хурав

- Терапевта киле чĕнсен вăл мĕн вăхăт хушшинче килмелле? - 2021 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче йышăннă 323 №-лĕ Федераллă саккунăн 4 статйинче сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă тĕп шухăшсене çирĕплетнĕ. Çав шутра: граждансен сывлăх сыхлавĕнчи прависене тытса пырасси, çак правăсемпе çыхăннă патшалăх гарантийĕсемпе тивĕçтересси, медицина пулăшăвĕ панă чухне пациентсен интересĕсене мала хурасси, медицина пулăшăвĕн

Подробнее