Çĕнĕ ФАП хăпартаççĕ
"Пуçламăш звенона модернизацилесси" программăпа килĕшỹллĕн Чăваш Енре çулран-çул çĕнĕ объектсем хута каяççĕ. Хальхи вăхăтра Шуршу ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тăвас ĕç пырать. ФАП фельдшерĕ 120 ытла çыннăн сывлăхне пăхса тăрассишĕн тимлет. Ял ватăлса пынăран кунта ытларах аслă ăру çыннисем пурăнаççĕ. Тăван ялтах хăтлă фельдшер пункчĕ пулни ял çыннисемшĕн питĕ меллĕ.
Подробнее
