Пятница, 13 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 3)

Тĕрлĕ округпа регионтан

Елчĕкри "Улăп" ФОКра округри спорт кĕрешĕвĕн атлечĕсене асăнса çамрăксен уçă турнирне ирттернĕ. Вĕсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Павел Гаврилов тата ыттисем саламланă. Унта республикăри 9 хулапа округран, çавăн пекех Ульяновск, Пенза облаçĕсенчен, Мари Эл республикинчен 150 ытла спортсмен хутшăннă. Пирĕн округран пьедесталăн "ылтăн" картлашки çине Богдан Сметанин

Подробнее

«Ретро-«Елчĕк» — çĕнтерỹçĕ

Республикăн тĕп хулинче наци мини-футбол лигин XV чемпионачĕ вĕçленнĕ. Пирĕн ентешсен "Ретро-Елчĕк" футбол клубĕ 6 командăран 1-мĕш вырăн йышăнса Кĕмĕл кубока çĕнсе илнĕ. Ăста футболистсен ушкăнĕнче çаксем: Сергей Курчин, Владимир Филатов, Сергей Васильев, Алексей Печков, Юрий Николаев, Сергей Лаврентьев, Омар Шаркови, Павел Рубцов, Алексей Алексеев, Александр Николаев. "Чи лайăх вылякан" ята

Подробнее

«Хаклă ывăлăм…»

Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ ыр кăмăллăх ĕçĕнче яланах хастар. Çак кунсенче унăн членĕсем "Пĕрле" фондăн, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин хĕрарăмсен юхăмĕн представителĕсемпе пĕрле ноябрĕн 17-мĕшĕччен Донецк тата Луганск халăх республикисенчи госпитальсем валли гуманитари пулăшăвĕн черетлĕ пуххине йĕркелеççĕ. Асăннă госпитальсенчи медицина ĕçченĕсем куллен ырми-канми пирĕн салтаксен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн кĕрешеççĕ. Вĕсенче апат-çимĕç, медицина

Подробнее

Çырура — Чăваш Ен аталанăвĕн çул-йĕрĕ

Октябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне улттăмĕш хут Çырупа тухрĕ. Регион ертỹçи хăйĕн сăмахĕсенче Чăваш Ен аталанăвĕн çул-йĕрне палăртрĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăн ĕç тăвакан власть органĕсен тата федерацин территори ведомствисен ертỹлĕхĕ, муниципалитет округĕсемпе территори пайĕсен пуçлăхĕсем, конфессисен ертỹçисем, паллă общество деятелĕсем, республикăри массăллă

Подробнее

Çăкăр туса илекенсене — чыс та мухтав!

Кĕр мăнтăрĕпе, йăлана кĕнĕ тăрăх, округра çулсерен агропромышленность комплексĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне паллă тăваççĕ. Кăçал вăл ноябрĕн 3-мĕшĕнче Елчĕкри культура керменĕнче иртрĕ. Савăнăçлă пулăма вĕсемпе пĕрле пайлама округ пуçлăхĕ Леонард ЛЕВЫЙ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Андрей МАКУШЕВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ

Подробнее

Тыл ĕçченĕсене сума суса

Шупашкарта, Трактор тăвакансен культура керменĕнче, Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тунăранпа 85 çул çитнине халалласа савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Ăна тепĕр пысăк пулăмпа - милитаристла Японие çĕнтерсе иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ кунпа - çыхăнтарнă. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, власть органĕсен тата

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнчи 186-р хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Николай Александрович КРУГЛОВ комбайнер ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл "АГРОС 595 плюс" комбайнпа 20508 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ.

Подробнее

Автобус — кашни сехетре

"Пурнăç инфратытăмĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн обществăлла транспорта модернизацилес тĕлĕшпе регионта курăмлă ĕçсем пурнăçланаççĕ. Ырă улшăну пирĕн округа та пырса тиврĕ - май уйăхĕнче "Елчĕк - Патăрьел" маршрутпа пассажирсене турттаракан автобус çỹреме пуçларĕ. Çула тухакансен йышне шута илсе ноябрĕн 1-мĕшĕнчен техника шутне 3 единицăна çитернĕ. Халĕ автобуссем çула май Патăрьел округĕнчи Çĕнĕ

Подробнее

Шкулсене те çитрĕ…

"Ниме - халăх бюджечĕ" программăпа юлашки çулсенче шкулсем те анлăн усă кураççĕ. Ку тĕлĕшпе Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула "пионер" тесен йăнăш пулас çук. Çĕнĕлĕхсене алла илессипе уйрăмах тухăçлă ĕçлекенскер, 2024 çултах пуçару бюджечĕ çине таянса тỹрех 3 объект - шкул путвалĕнче кĕрешỹ залĕ йĕркелесе унта кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă,

Подробнее

Паспорт илнĕ

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн округри шкул ачисен пĕр ушкăнне Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне панă. ЗАГС пайĕнче иртнĕ савăнăçлă мероприятие регионти "Çĕнĕ шкул" проект координаторĕ, Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, округ пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă. Вĕсем ачасене тĕп документа чыслă упрама, вĕренỹпе

Подробнее