Пятница, 13 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 4)

Хăвăра паллатăр-и?

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи сăн ỹкерчĕкре Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕ çумĕнчи "Чебурашка" ача садне çỹрекенсем сăнланнă. - Эпир кăçал садикрен тухса шкула каятпăр, - терĕç вĕсем харăссăн ун чух. -Ỹкерсе ил-ха пире, тепре кунта ỹкерейместĕн, - хальхинче ỹкерчĕкре сылтăм енче тăракан арçын ача сăмах хушрĕ. "Шухă ача пулас… Пурнăçра çапла пулмалла та", -

Подробнее

Ултав çиеле тухнă

Следстви комитечĕн вырăнти органĕсем Патăрьел округĕн экс-пуçлăхĕ тата округăн хысна учрежденийĕн сотрудникĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Следстви тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, 2023 çулхи нарăс - 2025 çулхи раштав уйăхĕсенче муниципалитет пуçлăхĕ должность полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнă. Райцентрти Канаш урамĕнче пурăнакансене юхăннă çуртсенчен куçармаллине пĕлсе тăнă çĕртех вырăнти бюджет укçине

Подробнее

Тăван тăрăхри пулăшу

Елчĕк округĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшасси пĕрре те чарăнмасть. Ваттинчен пуçласа вĕтти таран ыр кăмăллăх ĕçĕнче усăллă пулма тăрăшать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ: "Ятарлă çар операцийĕнче пирĕн боецсем пĕтĕм республика халăхĕ хăйсемшĕн тăрăшнине пĕлсе тăни - питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Пĕрле" фонд, предприятисем тата республикăри ырă кăмăллă çынсем тăрăшнипе СВО

Подробнее

Юрату юраттарать те…

КАЛАВ Малалли. Пуçламăшĕ 42-мĕш номерте. Балкон çинчи Серафим çакăн пек серепене лекнĕрен чул юпа пекех хытса тăчĕ. - Тăм пуç, мĕн кирлĕ-ши мана, ват супнăскере? Кунтан тĕрĕс-тĕкел тухса тарсан текех ют хĕрарăм çине куç та ывăтса пăхмăттăм. Арăм çумĕнчех лăпкă çывăрăттăм, - çара çĕртине çатлаттарчĕ чĕтреве ернĕ арçын труси çинчен. Çеккунт хушшинче шухăшсем çавраçил

Подробнее

Энциклопедине хакланă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен пĕрлĕхĕн активăпе тĕл пулнă. Ырă йăлана кĕнĕ тĕл пулу вăхăтĕнче отрасль аталанăвне сỹтсе явнă, пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ тата малашлăх плансене тишкернĕ. Çак кунах нумаях пулмасть пичетленнĕ Агропромышленность комплексĕн энциклопедийĕн иккĕмĕш томĕн презентацине те йĕркеленĕ. АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн пуçарăвĕпе хатĕрленĕ пĕрремĕш кăларăм 2017

Подробнее

Пĕрле чух эпир вăйлă

Раççей халăхĕн хăйĕн историйĕнче нумай тăшмана хирĕç çапăçма тивнĕ. Çĕнтерĕве вара фронтпа тыл пĕрлĕхĕ çирĕп пулнăран çывхартнă. Çак çыхăну пĕлтерĕшне палăртса Совет Союзĕн Маршалĕ Георгий Жуков çапла каланă: "Тыл в период войны был половиной Победы, даже больше". Салтаксене пулăшасси пĕрре те чарăнмасть. Кирек мĕнле пулăшу та çĕнтерĕве çывхартассинче пысăк вырăн йышăнать. Октябрĕн

Подробнее

Паттăр ячĕпе — асăну хăми

Елчĕкри Юбилей урамĕнчи 4-мĕш çурт умĕнчи улшăнăва иртен-çỹрен асăрханă-тăр. Çак кунсенче унта ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуç хунă Виктор Владиславович Григорьев гварди аслă сержанчĕ ячĕпе асăну хăми уçнă. Мероприятие округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Альберт Афанасьев майор, салтакăн çывăх тăванĕсем, пĕрле вĕреннисем, шкул коллективĕ хутшăннă. - Асăну

Подробнее

ЧР Пуçлăхĕ Çырупа тухать

Октябрĕн 30-мĕшĕнче 11 сехетре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне улттăмĕш хут Çырупа тухĕ. Регион ертỹçи хăйĕн сăмахĕсенче Чăваш Ен аталанăвĕн стратегиллĕ приоритечĕсемпе тĕп тĕллевĕсене палăртĕ. Халăхăн пурнăç пахалăхне ỹстересси, инфратытăма çĕнетесси тата республикăн экономика вăй-хăватне çирĕплетесси - çаксем пурте чи малтан пурнăçламалли тĕллевсен шутĕнче. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн

Подробнее

Тирпейлĕхе хăнăхар

Кил-хуçалăхра тата хамăр пурăнакан е ĕçлекен территорисенче тасалăхпа тирпей-илем хуçаланни кăмăла çĕклет. Юлашки çулсенче ырă пулăм вăй илсе çирĕпленни коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухассипе те çыхăннă. Унччентерех тĕрлĕ ăпăр-тапăра çырма-çатрана пăрахнă пулсан, халĕ ятарлă контейнерсем вырнаçтарни ял çыннисемшĕн питĕ меллĕ. Çапах та час-часах мĕн асăрхатăн-ха? Хăшĕ-пĕри, те хăнăхнăран, çỹп-çап тĕркемне контейнер

Подробнее

85 çул каялла

Октябрĕн 28-мĕшĕ - Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисене асăнмалли кун. Асăннă дата кăçал уйрăмах пĕлтерĕшлĕ: тăшмана чарса лартмалли объекта тума пуçланăранпа 85 çул çитрĕ. Историе кĕрсе юлнă событи пĕлтерĕшне тĕпе хурса округри тĕп вулавăшра Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 10-мĕш класра вĕренекенсемпе тавра пĕлỹ сехетне

Подробнее