Понедельник, Январь 21, 2019
Главная > Публикации > Вăйлисем вăй виçрĕç

Вăйлисем вăй виçрĕç

Аслă Елчĕкри культура çуртĕнче В.П.Чернова, В.Г.Чернова, Ю.И.Орехова асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри черетлĕ турнирĕ иртнĕ. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев тата ыттисем саламланă.

Аслă Елчĕк спорт традицийĕсемпе питĕ пуян. Районти Акатуйсенче кăна ял каччисем 40 ытла хут паттăр пулнă, вунă спорт мастерĕ тухнă. Асăннă ăмăртура та 12 виçе категорийĕнчен 5-шĕнче вырăнти атлетсем çĕнтернĕ: Олег Ефимов, Станислав Мисяков, Дмитрий Борисов, Алексей Тябуков, Виктория Чернова /9 класс/. Тĕрлĕ виçесенче çавăн пекех Евгений Алексеевпа Артем Матвеев /Шупашкар районĕ/, Денис Ивановпа Руслан Албутов /Елчĕк/, Антон Цветковпа Павел Платонов /Патăрьел/, Руслан Галошев /Кушкă/ пьедесталăн çÿлти картлашки çине хăпарнă.

Йĕркелÿçĕсем, судьясем, спонсорсен пысăк йышĕ турнира çÿллĕ шайра ирттернĕ. Кашни виçерех 4-шар атлета хаклă парнесемпе, медальсемпе, дипломсемпе чысланă. Шкул столовăйĕнче 80 яхăн кĕрешÿçĕне вĕри апатпа тивĕçтернĕ. Ачасем Людмила Мешкова, Антонина Филимонова поварсен сăйлавĕпе яланхиллех кăмăллă юлнă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code