Пятница, 27 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕр уявне васкар-и? Пĕтĕмлетỹ тăвар-и?

Кĕр уявне васкар-и? Пĕтĕмлетỹ тăвар-и?

Кĕр мăнтăрĕпе район шайĕнче йĕркелекен йăлана кĕнĕ ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен черетлĕ çулталăкри уявĕ те пысăк ушкăнра кĕрлесе иртсе кайрĕ.

…Кăçалхи çанталăк условийĕнче вĕçе-вĕçĕн пулса пыма тивĕçлĕ уй-хирти пур ĕç те каярах юлнă. Çак сăлтава пула республикăри хăш-пĕр районсенче халĕ те çĕр улми, пахча çимĕç, техника культурисене пухса кĕртес ĕç вĕçленмен-ха. Ун хыççăн тата пушаннă лаптăксене сухаласа хăварма ĕлкĕрмелле. Елчĕк районĕнчи аграрисемшĕн те, паллах, çур аки, вырма ĕçĕсем çăмăлпа иртмен. Апла пулин те вĕсем уй-хирте çитĕннĕ пуянлăха ăнăçлă çулсенчи пекех тăкаксăр пухса кĕртнĕ. Ял çыннине хăй анчах мар, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн — Олег Николаев ячĕпе те уявпа саламлама килсе çитнĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та çакна палăртса каларĕ. Ампар виçипе шутласан 85798 тонна тĕш тырă алла илнĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 36,8 центнерпа танлашнă. Танлаштарса пăхсан, 2019 çулхи тухăç 32,2 центнер (пурĕ 71117 тонна) пулнă, 2020 çулта — 80416 тонна — 36,2 центнер.Юлашкине рекорд шайĕнче тесе палăртнă пулсан, кăçалхи кăтарту тата пысăкрах пулнине куратпăр. Уйрăм ял хуçалăх предприятийĕсенчи тыр-пул тухăçĕ тата сулмаклăрах: «Сатурн» ЯХПКра (1 гектартан 57,5 центнер), Елена Цветкова хресчен (фермер) хуçалăхĕнче (56,0), «АСК-Яльчики» ОООра (50,8), «Рассвет» ЯХПКра (44,3), «Прогресс» АХОра (41,8) тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнĕ. Ку чухне чи кирли — пĕрре çĕнсе илнĕ ят-сума çĕре ỹкерменни, тунă çитĕнỹсемпе канăçса лармасăр малалла ăнтăлни.

Елчĕк район администрацийĕпе ЧР Ял хуçалăх министерстви хушшинче çирĕплетнĕ килĕшĕве — ял хуçалăх культурисене 41265 гектар çинчен туса илме сăмах панине те туллин пурнăçланă. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 23694 гектар тĕш тырă, техника культурисене — 1580, выльăх апачĕ валли уйăракан культурăсене — 13278, çĕр улми — 383, пахча çимĕç тата ăна вăрлăх валли 99 гектар акса-лартса хăварнă. Сергей Артамонов май пулнипе усă курса тивĕçлисене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Вăл нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Прогресс» АХОри Юрий Чернов тĕп зоотехника Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне, «Рассвет» ЯХПКри Анатолий Багадеров водителе, «Энтепе» ООО директорĕн çумне Артем Васильева, «Яманчурино» ОООри Николай Егоров тракторист-машиниста, «Победа» ОООри Сергей Елисеев тракториста, «Нива» агрофирма» ОООри Валерий Николаев тракториста, «Труд» ЯХПКри Светлана Прохорова тĕп бухгалтера, «АСК-Яльчики» ОООри Марина Солина рабочие, «Эмметево» ОООри Николай Тимофеев механизатора, «Клевер» ОООри Александр Федотов тракторист-машиниста ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, «Труд» ЯХПКри Мария Иванова ĕне сăвакан оператора, «Комбайн» ЯХПКри Владимир Марков электрика, «Сатурн» ЯХПКри Светлана Мышкина пăру пăхакана, «Прогресс» АХОри Николай Романов водителе, «Победа» ОООри Анатолий Сорокин тракториста ЧР Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене парса чыс турĕ.

Ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕпе палăрнă тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова та кăмăлтан саламларĕç. «Эмметево» ОООри Валерий Егоров водитель, «Прогресс» АХОри Лариса Карсакова ĕне сăвакан оператор, «Комбайн» ЯХПКри Иван Носов рабочи агропромышленность комплексĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

Сумлă уявра район администрацийĕн пуçлăхĕн — Леонард Левыйăн тивĕçĕ те пысăк пулчĕ. Вырмара, выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илес тĕлĕшпе ăмăртса ĕçленĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермăсен коллективĕсене, уйрăм ĕçченсене ятран палăртса тав тунипе пĕрлех вăл районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнă, халăх хушшинче патриотла туйăм кỹрекен ĕçсемпе палăрнă АПК ветеранĕсен пĕр ушкăнне «Елчĕк районне — 95 çул» асăну медалĕпе чысларĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Горшкова выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнинче илнĕ хăш-пĕр кăтартусем: пĕтĕм категорири хуçалăхсенче отчетлă тапхăрта 27758 тонна (иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 3 процент ытларах) сĕт, 2102,7 тонна (7 процент каярах) аш-какай туса илнĕ. Хальхи вăхăтра районĕпе илсен 15050 пуç мăйракаллă шултăра ĕне выльăх, çак хисепрен 5777 пуç сăвăнакан ĕне шутланать. Сыснасен хисепĕ — 4694 пуç.

Ял хуçалăх организацийĕсем пурте (вĕсем — 14) çак тапхăрта тупăшлă ĕçлеççĕ. Ял хуçалăх продукцийĕсене сутнинчен пулнă таса тупăш пайĕ 298 миллион та 875 пин тенкĕпе (иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 104 процент) танлашнă. Ял хуçалăхĕ тĕп отрасль шутланакан районшăн агропромышленность комплексĕ тупăшлă аталанма тивĕçлĕ те. Тухса калаçакансем — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый шăпах ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарссине — кашни пусăм çĕр лаптăкĕпе туллин усă курас, тухăçлă тыр-пул, кирлĕ шайри выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илес, выльăхсен хисепне сыхласа хăварас тĕллеве малашне те малти вырăна хурса ĕçлемеллине палăртрĕç.

…Уяв программин сценарийĕ анлă пулчĕ. Кĕрекене пухăннисене районти культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ, Патреккел халăх хорĕсем, Тỹскелти «Шуçăм», «Тускил», Лаш Таяпари «Сударушки», Аслă Таяпари «Самана» ансамбльсем, Юрий Кашкăр илемлĕ юрă-кĕвĕпе, Елчĕкри искусство шкулĕ çумĕнчи ачасен «Вдохновение» ушкăнĕ çĕкленỹллĕ ташăсемпе савăнтарни те нумайлăха асра юлĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: АПК ветеранĕсене — «Елчĕк районне — 95 çул» асăну медалĕсем

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code