Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 273)

Шÿт мар

101, 112 – питĕ пĕлтерĕшлĕ телефон номерĕсем. Вĕсемпе васкавлă службăна вăхăтра шăнкăравласа пĕлтернинчен питĕ нумай килет. Анчах асăннă номерсемпе урăх тĕллевпе – иртĕхсе е выляса та усă кураççĕ. Ун пек чухне, суя информаци панăшăн, çитĕннисене 1000-1500 тенкĕ таранччен штрафлама пултараççĕ. Çула çитмен ачасен айкашăвĕ вара ашшĕ-амăшне «ура хурать». Нарăсăн 6-мĕшĕнче Елчĕкри пушар

Подробнее

Хăй тĕллĕн ĕçлекен нумайланнă

Пĕчĕк тата вăтам бизнес вăй илсех пырать. 2020 çул кăтартăвĕсем тăрăх унăн регионăн пĕтĕмĕшле продуктĕнчи тÿпи 33,7 процентпа танлашнă. Çулталăк маларах ку кăтарту пĕчĕкрех пулнă – 30 процент. Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков палăртнă тăрăх, Чăваш Енре ĕçлекенсен виççĕмĕш пайĕ пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсенче вăй хурать,

Подробнее

Çĕр çитмест…

Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленине Елчĕк районĕнчи ЯХПК председателĕнчен заявлени çитнĕ. «Пирĕн ял тăрăхĕнчи хресчен /фермер/ хуçалăхĕ федерацин çĕр саккунне пăхăнмасть», – пĕлтернĕ вăл. Фермер усă куракан çĕр харпăрлăхçине пĕлтерме ыйтнă. Хуçи кам пулнине тата лаптăкпа саккуна пăсса усă курнине çирĕплетесси Россельхознадзор тивĕçĕ шутланман пирки управлени заявление федерацин «Раççей

Подробнее

Ял хуçалăх çулталăкне пĕтĕмлетнĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, 2020 çулта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ кашни гектар çĕр лаптăкĕпе Шупашкар районĕ чи тухăçлă усă курнă. Ку енĕпе Патăрьелпе Комсомольскисем 2-3-мĕш вырăнсенче. Елчĕк, Çĕрпÿ, Вăрнар районĕсем республикăн вăтам кăтартăвĕнчен лайăхрах вырăнсене йышăннă. Коронавирус пандемийĕ чылай отрасле ура хунă пулин

Подробнее

Акци йĕркелеççĕ

Пуш уйăхĕн 15-26-мĕшĕсенче пĕтĕм Раççей шайĕнче «Вилĕмпе ăçта суту-илÿ тунине пĕлтер» ятпа наркотике хирĕçле акци иртет. Наркотикпе суту-илÿ тăвассине, унпа усă курассине хирĕç кĕрешес тата профилактикăлас ĕçе общественноçа анлă явăçтарас, ку енĕпе оперативлă информаци йышăнас, наркоманипе чирлисене вăхăтра консультаци тата сиплев пулăшăвĕ парас тĕллевпе йĕркелеççĕ акцие. Инкек тÿснисем тата наркотикпе суту-илÿ тăвакансем

Подробнее

Хăвăра улталама ан парăр!

Çакăн пирки çине-çинех асăрхаттарса тăраççĕ полици сотрудникĕсем. Пĕлтĕр мошенниксем халăха 286 млн тенкĕлĕх шар кăтартнă. Палламан номерпе шăнкăравласа /тимлĕ пулăр, 900 номерпе те/ преступниксем хăйсемпе банксен клиентсен службин е хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем тесе паллаштараççĕ, çине-çинех çак ыйтусене параççĕ: «Счет çинче куçарусем пулнă, операцисене хăвăрах пурнăçланă-и?». Çапла майпа хăратса, сирĕн карттăна чарса

Подробнее

Хÿтĕлев ĕçĕнче

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче тылра юлнă ялти çынсене те çăмăл пулман. Вĕсем вырăнти ĕçсене çеç пурнăçламан, ятарлă хушусемпе килĕшÿллĕн урăх районсемпе хуласенче те вăй хунă. Нимĕç фашисчĕсем Мускава çывхарса пынă май, Патшалăх оборона комитечĕ Атăл хĕрринче вырнаçнă пысăк хуласем патне çитиччен, Сăр шывĕн сылтăм çыранĕнче хÿтĕлев чиккисем тума хушу кăларнă.

Подробнее

Куравра асамлăх тĕнчи

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче Петр Сергеевăн «Кĕнеке хуплашки айĕнчи шедеврсем» картинăсен куравĕ уçăлчĕ. Педагог-ÿнерçĕн ĕçне хаклама çак кун музее унăн тус-тăванĕсем, юлташĕсемпе ĕçтешĕсем, вĕренекенсем, Елчĕкри «Солнышко» ача садне çÿрекенсем пухăнчĕç. Шăмалак шкулĕнчи директор çумĕ С.Яковлева, Н.Львова вĕрентекен, В.Усанова библиотекарь, музей заведующийĕ С.Голубева Петр Николаевич пултарулăхĕ пирки нумай чарăнса тăчĕç.

Подробнее

Ансат йĕркепе

Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче федераци тата регион шайĕнчи граждансене çăмăллăхпа тата тÿлевсемпе тивĕçтермелли йĕркене ансатлатма вăхăтлăх йышăну тунă. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленнĕ социаллă пулăшу мерисене: ачасене уйăхсерен, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуралнăшăн /усрава илнĕшĕн/ паракан тÿлевсене 6 уйăхлăха, пĕрремĕш ачашăн уйăхсерен паракан тÿлеве 12 уйăхлăха – граждансен заявленийĕсĕрех малалла тăснă. Коммуналлă

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Кĕмĕл медальлĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн «Шкулти спорт» кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан турнирта кĕçĕн ушкăнри хоккеистсем финала тухнине маларах пĕлтернĕччĕ. Тĕп вăйă «Шупашкар-арена» Пăр керменĕнче иртнĕ. А.Адюков, В.Иванов, Ю.Рахмуллин тренерсен «ачисем» çурма финалта Йĕпреçсене нимĕнле шанăç та паман – 9:0. Финалта вĕсем Патăрьелсен «çулне пÿлнĕ» Шупашкар районĕн вăйлă командипе тĕл пулнă. Çивĕч кĕрешÿ

Подробнее