Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 218)

Хăрушлăх ÿсет!

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăва паянхи чи çивĕч ыйтуран пуçларĕ. Тĕрĕссипе каласан, Леонард Васильевич коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă проблемăна кашни канашлурах çĕклет-ха. Хальхинче хытăрах та калани районта ку тĕлĕшпе лару-тăру йывăрланса пынипе те çыхăннă. Июнь уйăхĕнче пĕтĕмпе 48 чирлĕ çынна

Подробнее

Çамрăксем маттур

Шăмалакри почта çыхăну уйрăмне 15 çул ытла ертсе пынă Надежда Петрова тивĕçлĕ канăва тухсан унăн пуканне ялти пултаруллă çамрăк йышăнчĕ. Татьяна Алексеева çĕнĕ ĕçе пуçăнни çулталăк кăна иртнĕ пулин те хăйне шанса панă пысăк тивĕçе ответлăхпа пурнăçлани тÿрех палăрать. Уйрăмра икĕ почтальонка. Нина Иванова 15 çул ытла Шăмалак – Яманчÿрел сукмакне

Подробнее

Хаçат – чи лайăх парне

Акчелте пурăнакан Елена Кедрова тивĕçлĕ канурине пăхмасăр ĕçпе харсăррипе, пуян чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă пулнипе палăрса тăрать. Елчĕкри почтамтра тăрăшса пенсие тухнă çыхăну ĕçченĕ паян та хаçат-журнал вуламасăр пурăнма пултараймасть. Район хаçатне 40 çул çырăнса илет. Хăйĕн çемйи район хыпарçине юратса вуланипе çеç мар, кÿршĕ-аршă та пурнăç уттипе тан утса пытăр тесе

Подробнее

Экзаменсем йĕркеллĕ иртнĕ

Шкулсенче экзаменсем вĕçленчĕç – вĕсен кăтартăвĕсем начар мар. 11 классем 110, 9-мĕшсем 158 яшпа хĕр экзамен тытнă. Тĕрĕслевсем çирĕп иртнĕ. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман. Ку енĕпе маларах тĕплĕ калаçусем ирттерни вырăнлă пулни курăнчĕ. Аса илтеретпĕр, йĕркене пăснисем хăйсем суйласа илнĕ предметсемпе экзаменсене çитес çул кăна тытма пултарĕччĕç, ытти предметпа – кĕркунне. Аслă вĕренÿ

Подробнее

Чи лайăххисен шутĕнче – 11 хуçалăх

ЧР Ял хуçалăх министерстви 2020 çулхи çитĕнÿсемшĕн ял хуçалăх отраслĕнчи чи лайăх 100 предприятипе организацие палăртнă. Çакна палăртма кăмăллă: Елчĕк районĕнчи 11 ял хуçалăх предприятийĕ «Агро-100» клуб йышне кĕме тивĕçлĕ пулнă. «АСК – Яльчики» ООО /ĕç тăвакан директорĕ – Юрий Галкин/ рейтингра 12-мĕш, «Победа» ООО /директорĕ – Николай Головин/ – 15-мĕш

Подробнее

Тивĕçлĕ ĕçшĕн

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкра республикăра та, районта та тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Сăр чикки – чăваш халăх историйĕнчи асаплă, çав хушăрах мăнаçлă страница. Арçынсем вăрçă хирĕнче çапăçнă вăхăтра хĕрарăмсемпе ачасем выçлăха, сивве тата йывăрлăха пăхмасăр хÿтĕлев тăвас ĕçре пĕтĕм вăйран тăрăшнă. Шăпах вĕсен ĕç паттăрлăхне

Подробнее

Каникул хаваслă ирттĕр

Ачасене илес пулсан, пĕрисем кунĕпе урамра чупаççĕ, теприсем телевизор е компьютер умĕнче лараççĕ, килти тĕрлĕ ĕçе пурнăçлаççĕ. Шăпах çак тапхăрта аслисен кĕçĕннисемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла, вĕсене хăйсене мĕнле тытмаллине анчах мар, асăрханулăх правилисене те вĕрентмелле, кашни утăмра тĕл пулма пултаракан инкекрен упрамалла. Килте чухне ачан мĕн пĕлмелле? – ачан чÿрече çинче е

Подробнее

Медиксен династийĕ

Сăмах Кÿлпуçĕнчи Иван Петровичпа Федора Михайловна Петровсен çемйи пирки пырать. Вĕсем 10 ачана кун çути кăтартнă. Саккăрăшĕ /Раиса, Николай, Александра, Мария, Галина, Ольга, Григорий, Палладий/ чипер ÿснĕ. Хăй вăхăтĕнче Иван тетепе Хĕветура аппа тĕпренчĕкĕсем çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе сахал мар тăрăшнă. Ахальтен-и кашни ачи аслă е ятарлă вăтам пĕлÿ

Подробнее

Вăрçă витĕм кÿнĕ

Хальхи вăхăтра 20 çулти çамрăксем 35 çултисенчен икĕ хут сахалрах. Çакăн сăлтавĕ 1990-мĕш çулсенче ачасем сахал çуралнинче кăна мар. Ку вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ахрăмĕ – демографи тĕлĕшĕнчи кашни 25-30 çултан пулакан «тарăн çырма». Вăрçă ахрăмĕ пĕрремĕш хут 1959 çулхи халăх çыравĕ вăхăтĕнче палăрнă. Тĕрлĕ çулхи ăрусем, хĕрарăмсемпе арçынсен йышĕнче

Подробнее

Каллех çитĕнÿ

Кивĕ Эйпеç пикин Полина Андрееван спортри çитĕнĕвĕсем пирки хаçатра пĕр хутчен кăна çырман. Халĕ каллех пысăк сăлтав тупăнчĕ – вăл Раççей первенствинче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Полина /пĕрремĕш тренерĕ – Виталий Марков/ Пушкăртстанри Салават хулинче иртнĕ йывăр атлетсен ăмăртăвĕнче хăйĕн виçинче икĕ енлĕ кĕрешÿре 168 килограмм йăтма пултарнă. Пултаруллă та мал

Подробнее