Вторник, 24 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 53)

«Ĕçлес килсех тăрать»

Владимир ПУТИН,Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:"Культура ырра, илеме вĕренттĕр, çыннăн паха енĕсене уçса пама пулăштăр". Елчĕк муниципалитет округĕнче пĕтĕмпе 12 наци проекчĕ пурнăçланать. Вăл шутран "Культура" программа та кану учрежденийĕсене çулсерен пысăк тĕрев парать. Хăвăлçырма ялĕнчи культура çуртне иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех хута янă. Унтанпа пĕчĕк юсав ĕçĕсем йĕркеленĕ-ха, анчах вĕсем унăн пĕтĕмĕшле сăн-сăпатне

Подробнее

Çемье çулталăкĕн логотипĕ хатĕр

2024 çулта Çемье çулталăкне ирттерекен йĕркелỹ комитечĕ "Наци приоритечĕсем" АНО команди хатĕрленĕ çулталăкăн официаллă логотипне тата фирма стильне çирĕплетнĕ. "Икĕ пайран тăракан чĕре ỹкерчĕкĕ икĕ шăпана кăтартать, вĕсем çынсем пурнăçа малалла тăсас, ăна ытти ăрусене парас тесе пĕрле пулма йышăну тăваççĕ. Дизайн-концепцире эпир пĕр-пĕринпе çыхăннă икĕ акăш сăнарĕпе усă куртăмăр, вĕсен

Подробнее

Пичет кунне паллă турĕç

Иртнĕ шăматкун Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунне паллă турĕç. Унта хутшăннисене чи малтанах Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пысăк экран урлă саламларĕ, журналистсене пысăк ăсталăх, сăмах вăйĕпе витĕмне туйни ĕçре пулăшса пынине, информаци технологийĕсем хăвăрт аталаннă тапхăрта çĕнĕ майсемпе анлăн усă курнине палăртрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн

Подробнее

Сасăлав ирттерме волонтерсем пулăшĕç

Часах Пĕтĕм Раççейри тирпей-илем кĕртмелли объектсемшĕн сасăламалли тапхăр çитĕ. Унăн тĕллевĕ - граждансене хăйсем пурăнакан ял-хулари обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртмелли проектсемшĕн сасăласа суйлама хастар хутшăнтарасси. Сасăлав кăтартăвĕсем тăрăх пур регионта та тирпей-илем кĕртмелли общество территорийĕсене палăртаççĕ. Сасăлав йĕркелеме тата ирттерме волонтерсем тăваттăмĕш çул хутшăнаççĕ ĕнтĕ. Вĕсем ăнлантару ĕçĕ ирттерĕç, çынсене сасăлава

Подробнее

Строительство комплексĕ аталанать

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев строительство организацийĕсен ертỹçисемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Унта çул-йĕр отраслĕн 2023 çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, малашлăх плансене палăртнă. Чăваш Ен Министерствин малтанхи кăтартăвĕсем тăрăх, 2023 çулта 780,7 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă (2022 çул шайĕнчен 91,8 процент). Нумай хваттерлĕ çуртсенчи пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕ 2022 çулхи пĕтĕмлетỹ тăрăх

Подробнее

Шанăç паракан çамрăк

Кăçал Елчĕкри искусство шкулĕнчен виççĕн стипендиатсен йышне кĕнĕ. Вĕсенчен пĕрне, Никита Дружинина, округра та нумайăшĕ пĕлеççех. Вăл Елчĕкри вăтам шкулти 11 "а" класра пĕлỹ илет, ударник. Лăпкă, сăпайлă, ытлашши сăмах ваклама юратмасть. Виçĕ çул каялла Иван Шурбин Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ кану центрĕ çумĕнче арçынсен "Тускил" ансамбльне йĕркелет. Унта Никита та юлташĕпе -

Подробнее

Культурăна — пысăк тĕрев

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова культура отраслĕн ĕçченĕсемпе анлă лару ирттернĕ. Ларура 2023 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, малашлăх плансене палăртнă. Чăваш Ен Культура Министерствипе отрасль учрежденийĕсен ĕç-хĕлĕ анлă. Иртнĕ çул республикăра культурăна тивĕçлĕ аталантарас ĕçе сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă. 2022 çулхипе танлаштарсан, асăннă тытăма пĕлтĕр 1,2

Подробнее

Ăшпиллĕхĕ иксĕлми

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2024 çулхи кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 3-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн Аслă Шăхалĕнчи Елизавета Изосимовна Павловăна амăшĕн "Анне" Мухтав паллипе наградăланă. Ял хĕрарăмĕ хăçан та пулин ят-сумшăн, чапшăн çуннă-ши? Унăн яланах кулленхи пурнăçа йĕркелесе пырасси малта пулнă: колхозра пилĕк авнă хыççăн кил-хуçалăхри ĕçсене пурнăçласа "каннă", йышлă çемьене тутă тытассипе, тумлантарассипе,

Подробнее

Стритбол турнирĕнче

Аслă Елчĕк территори пайĕнче çулталăк пуçланнăранпа хĕллехи спорт ăмăртăвĕсене чылай ирттерме ĕлкĕрнĕ. Эрне каялла вара ялти шкулта ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă икĕ Паттăрлăх орденĕн кавалерне гвардин аслă сержантне Александр Малова асăнса стритбол (3х3, урамри баскетбол) турнирĕ иртнĕ. Ăмăртăва округри шкулсен ултă хутăш команди, Александрăн çывăх тăванĕсем, юлташĕсем, пĕрле служба тивĕçне пурнăçланисем

Подробнее

Финала тухнă

Округри çамрăк хоккеистсем - 2009-2010 çулсенче çуралнă ачасем республикăри "Ылтăн шайба" турнирăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăннă. Елчĕксем пирваях Йĕпреçсемпе тĕл пулнă, 3:0 шутпа çĕнтернĕ. Шупашкар муниципаллă округ команди кил хуçисене, Вăрнарсене (10:3) нимĕнле шанăç та паман. Пирĕннисем те ăна 5:0 шутпа выляса янă, çапах та финала тухма пултарнă. Вăл ăмăрту ĕнер иртнĕ.

Подробнее