Среда, 25 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 65)

Мухтавлă ывăл

1999 çулта Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралнă Павел Семенова çар тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшăн II степень "Хăюлăхшăн" медальпе чысланă. РФ Президенчĕ В.Путин çак Указа кăçалхи августăн 18-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Ялти шкул коллективĕ - вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те Павел çар тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтрах пысăк наградăна тивĕçме пултарнипе мухтанаççĕ. Павел ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам

Подробнее

Сăваплă тивĕç

Çĕршывра кĕрхи призыв кампанийĕ малалла пырать. Призывпа çыхăннă улшăнусем çук - служба срокĕ иртнĕ çулсенчи пекех пĕр çулталăка тăсăлĕ. Салтаксене РФ Оборона Министерствин тĕрлĕ регионти çар чаçĕсене ярĕç. Ашшĕ-амăшĕн шикленме кирлĕ мар - Украинăри çар операцине, Раççейĕн çĕнĕ çĕрĕсене илсе каймĕç вĕсене. Салтак атти тăхăннисен пысăк пайне малтанлăха çарпа учет специальноçĕсене, çар

Подробнее

Рекеев вулавĕсем

Кивĕ Эйпеç ялĕнчи клубра чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлева тата унăн вĕренекенĕ пулнă Алексей Рекеев священника асăнса Рекеев вулавĕсем ирттернĕ. Пĕлỹлĕхпе çыхăннă иккĕмĕш мероприятие Канаш тата Беловолжски епископĕ, Преосвященнейший Стефан пилĕпе йĕркеленĕ. Хăй те унта хутшăннăран, вăл А.Рекеев пачăшкан халăха вĕрентес ĕçĕнчи пултарулăхне пысăка хурса хакланă. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ çумĕ

Подробнее

Вакцинаци — чирсене асăрхаттарни

Вакцинаци вăл - чирсене асăрхаттармалли, чир йывăррăн иртессине хирĕç кĕрешмелли тата çыннăн сывлăхĕпе пурнăçне çăлса хăвармалли хăрушсăр меслет пулнине пĕлетпĕр. Грипп - вирус чирĕ, вăл сывлав органĕсене хавшатать, чирлĕ çынран сывлăш-тумлам мелĕпе ерет. Грипп чирĕ йывăра кайсан ỹпке, бронх шыççине, юн тымарĕсен е тата чĕре тĕртĕмĕн шыççине, миме шыççине пуçарса яма

Подробнее

Чăваш Енрен ку наградăна пĕрремĕш çын илнĕ

РФ культура министрĕ Ольга Любимова Мускаври Пысăк театрта çĕршывăн культурине тỹпе хывнă 30 çынна чысланă. Ку йышра - литераторсем, режиссерсем, пултарулăх коллективĕсен илемлĕх ертỹçисем, артистсем, преподавательсем. Патшалăх наградине илнисенчен пĕри - пирĕн ентеш Анатолий Аринин. Вăл - поэт, çыравçă, композитор, мусăкçă, психолог, философ, юрист. Анатолий Николаевич РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

16-мĕш хут Округри йывăр атлетсем регионти тата вырăнти ăмăртусенче ăсталăха туптасах тăраççĕ. Елчĕкри Спорт çуртĕнче Чăваш Республикин нумай хутчен чемпионне тата рекордсменне, СССР спорт мастерне Исаак Портнова асăнса ирттернĕ черетлĕ турнирта 6 округпа хуларан килнĕ спортсменсем вăй виçнĕ. Уйрăм виçе категорийĕсенче пьедесталăн чи çỹлти картлашкине çаксем йышăннă: Екатерина Александрова (Етĕрне), Герман Романов (Патреккел),

Подробнее

Иртнине аса илсе

2024 çула Раççейре Спорт çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май, вăхăтĕнче районти физкультурăпа спорт тытăмĕнче ĕçленĕрен, кăштах иртнине аса илесшĕн… 1979 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче Канашри педагогика училищине ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тăван тăрăха таврăнтăм. Дипломпа! Аслă Елчĕкри вăтам шкула физкультура учительне вырнаçас кăмăлпаччĕ- ваканси çук. Райĕçтăвком председателĕн çумĕ Алексей Кузнецов тата çут

Подробнее

Пĕр ĕçре — 50 çул

Сăн ỹкерчĕкре - Чăваш Тăрăм ялĕнчи Валерий Смирнов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче водитель пулса тăрăшакан Валерий Антонов. Çак вăхăтченех вăл хăйĕн пурнăçĕнче суйласа илнĕ пĕр ĕçре тăрăшать. Водитель профессине те, чăннипех, чун ыйтнипе пурнăçланине ыттисем те çирĕплетсех калама пултарĕç. Унсăрăн, улшăнмасăр пĕр ĕçре 50 çул тытăнса тăраймăнах. Тинех тивĕçлĕ канура пулин те,

Подробнее

Сыхă пулни кирлех

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсен стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕ ялан тимлĕхре пулмалли объект. Уйрăмах пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе. Çĕршывра ваттисен çурчĕсенчи пысăк çухатусемпе çыхăннă синкерлĕ тĕслĕхсем асăрханулăха куллен ỹстерме хистеççĕ мар-и? Çакна мала хурса асăрхав-тĕрĕслев органĕсем те пирĕн патăмăрта час-часах пулаççĕ. Пушар асăрхавĕн тата профилактика ĕçĕсен Елчĕк округĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Александр Сайкин,

Подробнее

«Пĕлỹлĕх вырсарни кунĕ» иртнĕ

Республика шайĕнчи "Пĕлỹлĕх вырсарни кунĕ" проектпа килĕшỹллĕн Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул никĕсĕ çинче муниципалитет округĕнчи шкулсенчи актив хутшăннипе "Класри тĕл пулусем" ятпа мероприяти иртрĕ. Мероприятие шкулсенчи актив представителĕсем, мĕнпур енĕпе - пултарулăх, ăс-хакăл тĕлĕшпе илсен хăйсен хастарлăхĕпе палăрса тăракансем, пурĕ 100-е яхăн вĕренекен, хутшăнчĕç. Округри 8 шкултан килсе çитнĕ вĕренекенсене Виктория

Подробнее