Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 87)

Интернетра сармалла

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи терроризмпа кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче антитерроризм контенчĕпе тĕллевлĕн тата анлăн усă курассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Ларура палăртнă тăрăх, республикăн ĕç тăвакан власть органĕсем çакăн евĕрлĕ контентсене хатĕрлес тĕлĕшпе нумай çул ăнăçлă ĕçлесе пуян опыт пухнă. Массăллă информаци хатĕрĕсенче тата патшалăх органĕсен порталĕнче мĕн пур шайри власть,

Подробнее

Тĕркемре — наркăмăш

Шупашкарта тытса чарнă 18 çулти çамрăк çумĕнче наркотикăн самай пысăк дозине тупнă. Вăл полици ĕçченĕсен умĕнче тунман - тĕрĕсне каланă. Кĕсйинчен чĕркем кăларнă май ăна "закладкăран" илнине хыпарланă. Унăн пĕр пайне йĕкĕт сутасшăн пулнă, юлнипе хăй усă курма хатĕрленнĕ.

Подробнее

13 миллион тенкĕ ытла

çухату тỹснĕ тĕп хуламăрта пурăнакан хĕрарăм. Ун патне январь вĕçĕнче палламан хĕр шăнкăравланă та, хăйĕнпе "банк ĕçченĕ" тесе паллаштарнă. Ултавçă кинемине унăн счечĕ çинчен паллă мар çынсем укçа-тенкĕ вăрлама тăнине ĕнентернĕ хыççăн 78 çулхи хĕрарăм 10 миллион тенкине хĕр калакан счет çине куçарса панă. Кунпа анчах çырлахман преступниксем, хĕрарăм ячĕпе кредит

Подробнее

Экстремистшăн çул çук

Улатăр район сучĕ тăватă çынна РФ Уголовнăй Кодексĕн 282.2 статйипе (экстремистла организаци ĕçне йĕркелени) айăпланă. Суд тенкелĕ çине "Иегова свидетелĕсем" сектăра тăнă икĕ арçынпа икĕ хĕрарăм ларнă. Вĕсем çак тĕн ушкăнĕн тĕл пулăвĕсене ирттернĕ, хваттерсенче вăрттăн пухăнса вĕренỹ йĕркеленĕ, деструктивлă шухăшсем сарнă, çынсенчен укçа-тенкĕ пухнă, хăйсен сереписене лекнисене çемйисемпе тата тăванĕсемпе

Подробнее

Пулăшма кар тăнă

Кавал ялĕнче пурăнакансем Украинăри çар операцине хутшăнакансене малтанхи вăхăтран тытăнсах хăйсем пултарнă таран тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтереççĕ. …Мускав хулинче пурăнакан ял çамрăкне - Николай Станиславович Галошева çар операцине хутшăнма мобилизациленине пĕлсен ял çыннисем, айккинчен хистенипе мар, хăйсен ирĕкĕпе ăна пулăшма пулчĕç, 3 кун хушшинче унăн счече çине 200 пин тенкĕ укçа куçарса

Подробнее

Эпир пĕрле

Телевиденипе пирĕн тĕп хуламăртан Раççей тата Чăваш Ен ялавĕсемпе капăрлатнă пысăк фурăсем Мариуполе тухса кайнине час-час кăтартаççĕ. Чăваш Ен ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна гуманитари пулăшăвĕ ярсах тăнине ырламалла. Пулăшу аллине предприятисемпе, общество организацийĕсемпе пĕрле халăх та тăсать. Пурте пĕрле кар тăрса хамăрăн тăнăçлăха сыхлакансене пулăшни темрен паха. Пирĕн ялта та

Подробнее

Çыру — ентеше

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас ĕçе Аслă Таяпари тĕп шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем те хастар хутшăнаççĕ. Маларах ачасем Çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ тĕлне салтаксем патне çырусем янăччĕ. Тулли кăмăлтан шăрçаланă виçкĕтеслĕхсем пурте "хуçисене" тупнă. Унтан та ытларах: 5-мĕш класри Дима Некрасовăн çырăвĕ вара Çирĕклĕ Шăхаль каччин Роман Левыйăн аллине лекнĕ. Роман ашшĕ,

Подробнее

Лизăпа Илья — çĕнтерỹçĕсем

Иртнĕ çул вĕçĕнче çамрăк ỹнерçĕсен "Маревна тата эпир" республика шайĕнчи конкурсĕ иртнĕччĕ. Халĕ, акă, пĕтĕмлетĕвĕ те паллă. 308 ĕçрен Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕсен Елизавета Мурзакаевăпа Илья Волковăн (ертỹçи Римма Парферьева) картинисем чи лайăххисен шутне кĕнĕ, çапла майпа вĕсен авторĕсем çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Искусство шкулĕнчен пĕлтерĕшлĕ конкурса çичĕ вĕренекен хутшăннă.

Подробнее

Кĕнеке тусĕсем

Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул çумĕнчи "Ромашка" ача садĕнчи шăпăрлансемпе тĕл пулса тĕрлĕ мероприяти йĕркелессине йăлана кĕртнĕ ялти вулавăш ертỹçи Венера Усанова. Библиотекарь кĕнеке тусĕсене çĕнĕрен те çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарса вĕсен тавракурăмне аталантарсах пырать. Тĕрлĕ сăвăсем вуласа тата вĕренсе, вăйăсем выляса кĕçĕннисен чĕвĕл чĕкеçĕнни евĕр чĕлхе вăй илет. Юмахсене хапăлласа

Подробнее

Транспорта конфискацилеме пултараççĕ

Елчĕк территори пайĕнче профилактика канашĕн ĕçне тивĕçлипе йĕркелесе пыраççĕ. Черетлĕ канашлура руль умне ỹсĕрле ларса йĕркене пăснисен ĕçне пăхса тухрĕç, вĕсемпе профилактика калаçăвĕ йĕркелерĕç. Район прокурорĕн çумĕ В.Путяков, Чăваш Республикинчи айăплава пурнăçлакан управленин уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан Патăрьелĕнчи инспекцийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи Т.Семенова сăмах илчĕç, саккунсемпе паллаштарчĕç.

Подробнее