Среда, 14 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение (Страница 12)

Хастар медсестра

Венера Чернова - Елчĕкри тĕп больница поликлиникин процедура кабинечĕн медсестри. 2010 çултанпа, Шупашкарти медицина колледжне пĕтернĕренпе, ĕçлет унта. Хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланипе, сăпайлăхпа, чăтăмлăхпа палăрса тăрать. Пациентсем унăн ĕçĕпе яланах кăмăллă. Венера Николаевна пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмест - обществăлла ĕçсене хутшăнма та вăхăт тупать. Больницăри çамрăксен канашĕн ертỹçин çумĕ, "Медиксем-волонтерсем"

Подробнее

Ватăсем — тимлĕхре

"Аслă ăру" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра Елчĕкри тĕп больницăн участокри терапевт тухтăрĕ Собир Холов йышăну ирттерчĕ. Çавна май ватă пациентсем кирлĕ анализсем пачĕç, электрокардиограмма тухрĕç. Ирина Шадрикова медицина сестри пĕлтернĕ тăрăх, кунти ветерансем яланах тимлĕхре пулĕç, диспансер сăнавне малашне те йĕркелĕç. Çулталăкра пĕр

Подробнее

Практикăра — пулас медиксем

Вĕреннине ĕçпе çирĕплетни вырăнлă. Елчĕкри тĕп больницăра опытлă наставниксем ертсе пынипе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн 3-мĕш курс студенчĕсем практика тухаççĕ. Ку вăл питĕ кирлĕ тапхăр. Пулас сывлăх хуралçисем теорине практикăпа çыхăнтарнă май, пациентсене сăнаса тăрассипе, диагностикăпа сиплев процедурисене хутшăнассипе, профилактика калаçăвĕ йĕркелессипе опыт пухаççĕ. Надежда Уркова тĕп тухтăр практикантсемпе тĕл

Подробнее

Инсульт çамрăкланать

Инсульт - пуç мимин юн çаврăнăшĕ пăсăлни. Ăна пула пуç мимин клеткисем вилеççĕ, çын хăй те вилме пултарать. Тухтăрсем ишеми (пуç артерине тромб хупланипе пуç мимине кислородпа пуян юн çитеймест) тата гемморраги (юн тымарĕ татăлнипе юн пуç купташкине юхса тухать) инсульчĕсене уйăраççĕ. Инсульт паллисем: çыннăн пичĕн пĕр енĕ, аллипе ури туйми пулаççĕ.

Подробнее

Çынна мĕскĕнлетет

Наркотиксемпе çыхăннă ыйтăвăн социаллă пĕлтерĕшĕ çĕршывра çивĕччисен йышĕнче. Çавăнпа та ку енĕпе асăрханулăха тата тимлĕхе ỹстермелле. Наркомани - хăрушă чир. Пĕр хут наркотик тутансан унран хăтăлма пĕрре те çăмăл мар. Йăлтах урăх енне çавăрса хурать вăл çын пурнăçне. Наркотикпа туслашнă хыççăн этем яланхи тивĕçсем, туйăмсем пирки манать. Вăл мĕскĕнленет, çынлăха çухатать.

Подробнее

Çапла пулмашкăн ăна чунĕ ыйтать, чĕри хушать…

Ентешĕмĕр - Шупашкар округĕн больницин тĕп тухтăрĕ, унсăр пуçне, тĕп ĕçĕнчен пăрăнмасăр нумай çултанпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулса халăх шанăçне тивĕçлипе тỹрре кăларакан, маларах темиçе хутчен район, хула депутатне суйланнă тата ытти нумай обществăлла ĕçе хастар хутшăнакан Владимир Николаевич Викторов тăван тăрăхра тухса тăракан "Елчĕк ен" хаçатăн Çĕнĕ

Подробнее

Диспансеризаци

тĕллевĕ - чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртасси, вăл е ку чир вăй илме пултарассине уçăмлатасси. Çакă пĕлтерĕшлĕ: диспансеризацие тата профилактика тĕллевĕллĕ медицина тĕрĕслевне сире çирĕплетнĕ медорганизацире тỹлевсĕр тухма пулать - паспорт тата ОМС полисĕ (е полис çинчен çырса илни) пĕрле пулмалла. Енчен те юлашки 12 уйăхра эсир диспансеризаци шутне кĕрекен мĕнле те

Подробнее

Манăн вĕренекенсем

Шкулта виçĕ теçеткене яхăн çул ĕçлерĕм, тĕрлĕ ашшĕ-амăшне, тĕрлĕ вĕренекене куртăм. Эпĕ вĕрентнĕ ачасем хушшинче наука докторĕсемпе кандидатсем, аспирантсем пур, çавăн пекех аслă шкула каймасăр çĕршывшăн усăллă тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансем те чылаййăн. Вĕсене пурне те хам çуратнă ачасем пек çывăха хуратăп, вĕсем сывлăхлă пулнипе, çитĕнỹсем тунипе савăнатăп, нуша-хуйхăра та вĕсемпе пĕрлех

Подробнее

Онкоцитологи. Мĕн вăл?

Владимир ПУТИН, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: - Паян сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн тухăçлăхĕ Раççей халăхне упраса хăварас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май медицина учрежденийĕсен вăй-хăватне ỹстерсе пыратпăр, ăсчахсене, наукăпа практика центрĕсене пулăшатпăр, промышленноçа диагностика тата ытти оборудованисене туса кăларма тĕрев паратпăр. Тĕллев - медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине лайăхлатасси, пахалăхне ỹстересси. Пирĕн çĕршыв гражданĕсем лару-тăру

Подробнее

Вакцинаци — чирсене асăрхаттарни

Вакцинаци вăл - чирсене асăрхаттармалли, чир йывăррăн иртессине хирĕç кĕрешмелли тата çыннăн сывлăхĕпе пурнăçне çăлса хăвармалли хăрушсăр меслет пулнине пĕлетпĕр. Грипп - вирус чирĕ, вăл сывлав органĕсене хавшатать, чирлĕ çынран сывлăш-тумлам мелĕпе ерет. Грипп чирĕ йывăра кайсан ỹпке, бронх шыççине, юн тымарĕсен е тата чĕре тĕртĕмĕн шыççине, миме шыççине пуçарса яма

Подробнее