Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 223)

Кашни çынна – пахалăхлă пулăшу

Чăваш Республикинче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ, «Пуçламăш медицина-санитари пулăшăвне аталантарасси» проект ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – халăх йышне сыхласа хăварассипе, çынсен сывлăхне тата ырлăхне упрассипе çыхăннă. Ку ĕçре страховани представителĕсен институчĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Пирĕн районта ОМС полисĕ «Чăваш Ен медицина страховани компанийĕ» пĕрлĕх /«Чувашская МСК» АО/ тата «Чăваш

Подробнее

Чирлекенсем нумайланса пыни, вилни – чи хăрушши

Пĕр уçăмлăх та çук – коронавирус тĕлĕшĕнчи лару-тăру çав тери çивĕчленсе çитнĕ вăхăт халĕ, вилекенсем те нумайлансах пыраççĕ. Юнкун, октябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ертсе пынипе иртнĕ оперативлă штаб ларăвĕнче те сăмах çакăн пирки пычĕ. Палăртнă кун тĕлне республикăра ковидпа сиенленнĕ çынсен

Подробнее

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсем. Мĕнле вĕсем?

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов иртнĕ эрнере ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем хутшăннипе пулса иртнĕ канашлура выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсене тишкернĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 10764 пуç /102,1 процент/ мăйракаллă шултăра выльăх шутланнă. Çав шутран 3561 пуç сăвăнакан ĕнерен отчетлă тапхăрта 16735,555

Подробнее

Район пурнăçĕ

Арçын ачасем нумайрах ЗАГС пайĕнче районти 70-мĕш пепкене регистрациленĕ. Лаш Таяпара пурăнакан Александрпа Снегира Степановсем виççĕмĕш тĕпренчĕкне алла илнĕ. Пукрав кунĕнче çут тĕнчене килнĕ хĕр пĕрчине телейлĕ çемье Аделия ят панă. Калас пулать, районти 70 ачаран 42-шĕ ывăлсем. Кăçал ашшĕ-амăшĕ Александр, Артем, Роман, Анастасия, Мария, Анна ятсене ытларах килĕштернĕ. «Пушкин карттипе» усă курса Раççейре сентябрĕн

Подробнее

Суя сертификатшăн явап тыттарĕç

Паян вакцинаци ыйтăвĕ питĕ çивĕч. Полици ĕçченĕсем халăха коронавирус чирĕнчен прививка тутармасăрах вакцинаци витĕр тухнине «çирĕплетекен» суя документсем сĕнекен ултавçăсенчен асăрханма ыйтаççĕ. Вĕсемех тест результачĕсене улăштарса пама та шантараççĕ. Çакă прививка тунине ĕнентерекен суя сертификат тăвакансем тупăннипе те çыхăннă. Мускаври пĕр çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. ЧР ШĔМ министрĕн çумĕ Алексей

Подробнее

Пĕчĕк телейĕн пĕлтерĕшĕ пысăк

Çулран шаларах вырнаçнă пысăках мар пÿрте çуллахи кун йывăçсем хушшинчен асăрхама та йывăр. Шăпах çак çуртра паллă академикăн Геннадий Никандрович Волковăн ачалăхĕ иртнĕ те. Пурăннă пулсан юпа уйăхĕн вĕçĕнче 94 çул тултармаллаччĕ вăл. Ентешĕмĕр чăваш йăли-йĕркине упраса хăварас, чăвашлăха, çынлăха çухатас мар тесе тăрăшнă. Хăй çырнă хайлавсенче атте-аннене хисеплеме, тăван

Подробнее

Шăрттаншăн сасăлар

Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче предпринимательлĕхе аталанма пулăшас, агропромышленность комплексĕнчи тытăмра пĕчĕк тата вăтам предпринимательĕхе çирĕплетес, ял территорийĕсене аталантарас, регионсенчи халăх хапăллакан наци апат-çимĕçне кăтартас тĕллевпе РФ Ял хуçалăх министерстви «Вкусы России-2021» конкурс йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ. Чăваш Республикинчен конкурса хутшăнма 6 предприяти заявка тăратнă. Çав шутра «Чăвашпотребсозăн «Етĕрне хулинчи аш-какай комбиначĕ» ООО та

Подробнее

Бруцеллез чирĕ те хăратать

Куславкка хулине Саратов облаçĕнчен кÿрсе килнĕ сысна ашĕнчен хатĕрленĕ продукцире Африка мурĕн микроорганизмне, Комсомольски районĕнче бруцеллез чирне тупса палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев мур вирусĕпе сиенленнĕ объектсене юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа карантина хупасси, унпа кĕрешнĕ тапхăрта территорие тулашран чикĕлесси çинчен хушу кăларнă. Инфекциленнĕ объектсен Куславккари Шоссе урамĕнчи 9-мĕш çуртри шăнтмалли,

Подробнее

Педагог ĕçĕн сумлăхĕ

Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсем хăйсен воспитанникĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантарассишĕн нумай тимлеççĕ. Юлашки çулсенче районти уявсенче ытларах пире çак хушма пĕлÿ паракан шкула çÿрекен ачасемпе педагогсем юрă-ташă илемĕпе савăнтараççĕ. Искусство ăсталăхне вĕрентекенсем хăйсем те тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнаççĕ. Авăн уйăхĕнче Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕ педагогсен професси маçтăрлăхне çирĕплетекен Пĕтĕм Раççейри

Подробнее

ГТО тусĕсем

Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта вĕренекенсен черетлĕ ушкăнĕ ГТО нормативĕсен пĕр пайне пурнăçланă. Иртнĕ ытларикун районти ГТО нормисен тесчĕн Центрĕн судйисем Петр Смирновпа Олег Осипов 2-4 классенчи 29 ачана тĕрĕслев витĕр кăларнă. Вĕсем 1000 метра чупассипе, урайĕнчен тĕртĕнессипе, гимнастика пуканĕ çинче тăрса малалла пĕшкĕнессипе тупăшнă. Çывăх кунсенче ачасем тата ултă дисциплинăра хăйсен

Подробнее