Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 857)

Педагог пулмах çуралнă…

Ачалăхри асра юлнă самантсем питĕ нумай. Анчах пиртен никам та пĕрремĕш хут шкула кайнине, парта хушшине ларнине, вулама, çырма, шутлама вĕреннине нихăçан та манаймасть. Тата пĕрремĕш вĕрентекене епле манайăн, вăл-çке пире пĕлÿ тĕнчине пирвайхи утăмсем тума хăнăхтараканĕ. Çавăн пек çынсенчен пĕри – Светлана Михайловна Зайцева /хĕр чухнехи хушамачĕ Ягудина/. Света Аслă

Подробнее

Ватăсене – пысăк парне

Теприне ырă туни сăваплă ĕç. «АСК-Яльчики» ООО /ĕç пурнăçлакан директорĕ Юрий Галкин/ Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватăсемпе сусăрсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмне çулсеренех çĕр улми парса пулăшать. Асăннă хуçалăх аслă ăрурисене кăçал та тимлĕхсĕр хăвармарĕ – Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен уявĕ умĕн уйрăма 2 тонна çĕр улмипе тивĕçтерчĕ. – Уйрăмра хÿтлĕх тупнисем ырă чунлă

Подробнее

Поздравления с Днем учителя!

Хисеплĕ вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем! Сире чĕререн професси уявĕпе – Учитель кунĕпе саламлатпăр. Вĕрентекен кунĕ – пирĕн пурнăçри чи хаклă пуянлăха – ачасене пĕлÿ тата воспитани парассипе тимлекен çынсен уявĕ. Эсир ачасене тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ çеç памастăр, ырăпа усала уйăрма, тĕрĕслĕхе мала хума, хăйсем тĕллĕн йышăну тума, пурнăç çулне суйласа илме пулăшатăр.

Подробнее

Çÿп-çап турттарассине – çĕнĕ йĕркепе

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсен çумĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисен йăлана кĕнĕ тунтикунхи канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ирттерчĕ. Унта район пурнăçĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç. Малтанах Леонард Васильевич тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçченсене Пĕтĕм тĕнчери ватă çысен кунĕ ячĕпе

Подробнее

Пирĕн каччăсем – команда йышĕнче

Сентябрь уйăхĕнче Евпаторинче /Крым/ яшсемпе хĕрсен хушшинче полиатлон енĕпе Тĕнче чемпионачĕ тата Тĕнче кубокĕн 1-мĕш тапхăрĕ иртнĕ.Унта 19 çĕршыв спортсменĕ хутшăннă. Чăваш Республикин чысне асăннă ăмăртура Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн команди хÿтĕленĕ, спорт клубĕсен командисем хушшинче 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Команда йышĕнче Елчĕк каччисем те пур. А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп»

Подробнее

Вĕрентекен – çутă маяк

Ун çути вĕренекенсен малаллахи пурнăçне çутатса тăтăр тесен учителĕн вĕресе тăмалла, çĕннине шырамалла. Паян шкул, учитель ĕçне вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем тăрăх хакласси йăлана кĕчĕ. Тăрăшуллă вĕрентекенĕн ачисем тĕрлĕ шайри конкурссенче, предмет олимпиадисенче çĕнтернинчен тĕлĕнмелли çук. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта чăн-чăн оптимистсем, ачасене чунтан юратакан, вĕсемсĕр пурăнма пултарайман çынсем ĕçлеççĕ. Çапла калама сăлтавĕ

Подробнее

Елчĕк штангисчĕсем пултаруллă

Елчĕкри Спорт çуртĕнче 2003 çулта çуралнă тата çамрăкрах йывăр атлетсем республикăра мала тухассишĕн ăмăртнă. Унта Елчĕк, Патăрьел, Етĕрне, Вăрнар районĕсенчи тата Шупашкарпа Çĕмĕрле хулисенчи штангистсем хутшăннă. Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçса спортсменсене Чăваш Республикин йывăр атлетика федерацийĕн президенчĕ, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Иванов тата ытти

Подробнее

Грипп. Асăрханар

Кăçал грипп, ытти çулсенчипе танлаштарсан, ир «вăраннă». Çавна май, ыйту çивĕчлĕхне шута илсе, Елчĕк районĕн санитарипе эпидемиологи комиссийĕн ларăвне ирттерме йышăннă та ĕнтĕ. Ăна унăн председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Грипп хăрушлăхĕ тата унран сыхланмалли майсем пирки район больницин тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова тата

Подробнее

3 октября Глава Чувашии Михаил Игнатьев примет участие в пленарном заседании Российской энергетической недели

В Москве с 3 по 6 октября в Центральном выставочном зале «Манеж» пройдет Международный форум «Российская энергетическая неделя». В форуме принимают участие представители крупнейших международных энергетических компаний и организаций, ведущие мировые эксперты. В рамках официальной программы состоится около 60 деловых мероприятий. Пленарное заседание второго Международного форума по энергоэффективности и развитию энергетики «Российская

Подробнее

Росреестр разъясняет…

Может ли иностранная организация купить в собственность земельный участок в Чувашии? Петр Анисимов, с. Моргауши   Отвечает помощник руководителя Управления Росреестра по ЧР Марина Иванова. Прямой запрет на приобретение земельных участков в собственность иностранными гражданами или организациями установлен в Российском законодательстве только в отношении земель сельскохозяйственного назначения и зон приграничной территории. Чувашская Республика не

Подробнее