Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 114)

Кашни ĕç пысăк яваплăх ыйтать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕнче кашни куншăн пĕлтерĕшлĕ пулса тăракан ыйтусене - кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче ял тăрăхĕсенче бюджета мĕнле пурнăçлани, унсăр пуçне, çулталăк вĕçленсе пынине шута илсен, вĕсенче тĕрлĕ шайри налуксене пуçтарасси мĕнле пыни, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта кил-çуртсенче

Подробнее

Маларах йĕркелеççĕ

Ноябрĕн 20-мĕшĕ - ачасене право пулăшăвĕ памалли кун. Кăçал вăл кану кунĕсемпе пĕр килнĕрен республикăра ăна ноябрĕн 18-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çак кун юстиципе шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсем, ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйсем, вырăнти хăй тытăмлăх тата патшалăх власть органĕсен представителĕсем, нотариуссемпе адвокатсен пĕрлĕхĕсем, вĕренỹпе коммерци шутне кĕмен ытти организацисем ачасен прависемпе интересĕсене,

Подробнее

Сыхлăха вăйлатмалла

Район администрацийĕнче террора хирĕçле комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - райадминистрацин капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ, комисси председателĕн çумĕ Николай Петров ертсе пынă. Чи малтанах райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин сăмах илнĕ - район территорийĕнче медицина тата фармацевтика ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă объектсене хỹтлĕхпе

Подробнее

«Йăла тата çемье»

Чỹк уйăхĕн 2-3, 7-11-мĕшĕсенче районта "Йăла тата çемье" ятпа профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Çак тапхăрта йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем полици пайĕнче учетра тăракансемпе, психика тĕлĕшĕнчен сывах маррисемпе, йĕркене пăхăнса пурăнман ытти граждансемпе тĕл пулчĕç. Çавăн пекех полици ĕçченĕсем ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсемпе, çемье канăçлăхне пăсакансемпе курса калаçрĕç. Л.ЕГОРОВА,Елчĕкри полици пайĕн участоксенчи уполномоченнăйĕсен ертỹçи.

Подробнее

Йывăрлăхсене парăнмаççĕ, пурнăçа ỹпкелешмеççĕ

Пĕр самантлăха анчах куçа хупса тăрар. Тĕттĕм…Нимĕн те курăнмасть. Шел пулин те, пирĕн хушăмăрта çут çанталăк илемне вуçех курманнисем е япăх курса пурнăçне ирттерекенсем те сахаллăн мар. Ун пек çынсем епле кун кунланине вĕсен вырăнĕнче пулса курмасăр пĕлеймĕн, паллах. Куç курманнисен обществи шăпах вĕсене тĕрлĕ енлĕн пулăшас, йывăр вăхăтра алă тăсса

Подробнее

Çивĕчлĕх тимлĕх ыйтать

Республикăра наркотиксемпе çыхăннă лару-тăру çивĕччине пĕлтернĕ ЧР Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшĕпе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Наумов. Вăл палăртнă тăрăх, республикăна наркотик çав-çавах нумай килет - Мускавран, ытти регионтан. Наркăмăша хамăр патăмăрта та çитĕнтереççĕ. Наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ чакни палăрать, анчах ку çивĕчлĕх сирĕлнине пĕлтермест. "Шурă вилĕм" сутса услам тума ăнтăлакансем

Подробнее

Телей килĕшỹпе çураçуран килет

Пысăк хăвăртлăхпа шуса пыракан самана таппи хулапа ялăн пурнăç йĕркине чылай енĕпе танлаштарчĕ. Уйрăмах ял хĕрарăмĕн йăла пурнăçĕн майĕсем лайăхланса çĕнелни палăрмаллах сисĕнет. Çав вăхăтрах тĕнчен черченлĕхĕсене, чи çывăх та хаклă çыннăмăрсене чĕрĕ чечексем парнелесе вĕсен çепĕç кăмăл-туйăмне ытларах çĕклекен чăн-чăн арçынсене те çăмăлрах. Вунă çул каялла кăна-ха юратнă çынна,

Подробнее

Вăй — пĕрлĕхре

Тĕнчери лару-тăру тăнăç тăманни мобилизаци ĕçне хускатрĕ. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчен - 14, Аслă Пăла Тимешĕнчен 7 çын çак юхăма лекрĕç. Ял халăхĕпе канашласа ырă ĕçе пуçăнтăмăр. Пурте, пĕр хирĕçлемесĕр, мобилизациленнисене мĕн май пур таран пулăшма тытăнтăмăр. 3 кун хушшинче 50 пин тенкĕ укçа, ăшă нускисем пуçтартăмăр. Малтанах Чĕмпĕр тăрăхĕнчи

Подробнее

Пултаруллă хĕр ача

Районти яш-кĕрĕм Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен кунне тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Пĕрисем вĕренỹре, теприсем ĕçре пысăк ỹсĕмсем тăвас тесе малалла талпăнаççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн 1999 çулхи августăн 23-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине çирĕплетесси" указĕпе килĕшỹллĕн вĕренỹре палăракан, пĕтĕм тĕнчери, пĕтĕм Раççейри, республикăри турнирсемпе смотрсенче, пултарулăх конкурсĕсенче, предмет олимпиадисенче çĕнтернĕ 25

Подробнее

Илеме хаклама пĕлекен

Чăваш Тăрăмĕнчи Луиза Фомкина ялта ылтăн алăллă хĕрарăм пулнипе хисепе тухнă. Камран ырă тĕслĕх илмелли пурах: амăшĕ те, Александра Горбунова, алĕç ăсти. 90 çула çывхаракан ĕç ветеранĕ пĕчченех хуçалăх тытса пырать. Паян та унăн кил-çурчĕ типтерлĕ те таса, хăтлă. Вырăн çи виттийĕсене те хăй тĕрленĕ. "Амăшне пăхса хĕрне ил", - тесе

Подробнее