Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 122)

Тимлĕх кирлĕ

РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем ашшĕ-амăшне тата ачасене Интернет уçлăхĕнче тимлĕ пулма ыйтаççĕ. Çамрăксем социаллă сетьсенче киревсĕр форумсемпе чатсене хутшăнма пултараççĕ. Рекламăпа питĕ асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен вăл хирĕçле те ĕçлет. Уйрăмах ачасемпе тимлĕх ытларах кирлĕ. Вĕсен, темĕн те пĕлме юратаканскерсен, чеелĕхпе тата ултавпа сĕнекен "сиенсĕр" хатĕрсене тутанса пăхас

Подробнее

Пушар — хăрушă

Вăл никама та хĕрхенмест, ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха кĕле çавăрать. Инкекрен сыхланса пирĕн кашнийĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнасчĕ. Пушар вăхăтĕнче "01", "112", "101" номерсемпе шăнкăравламаллине асрах тытар. Районта паянхи кун пушар вăхăтĕнче шывпа тивĕçтерекен 256 çăл куç шутланать. Вĕсене çулталăкне икĕ хут - çуркунне тата кĕркунне - тĕрĕслетпĕр. Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă

Подробнее

Ачалăх телейлĕ пултăр

Октябрĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансемпе "тỹрĕ эфир" ирттерчĕ, икĕ сехете тăсăлнă калаçу вăхăтĕнче 30 ыйту çине хуравлама ĕлкĕрчĕ. "Тỹрĕ эфира" Наци телевиденийĕ урлă, "Россия-24" каналпа, "Контактра" соцсетьри "Чăваш Республики" ушкăнра курма май пулчĕ. Ăна Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалларĕç. - Ачалăх мĕнле пулнинчен çыннăн пуласлăхĕ нумай килет. Кашни

Подробнее

Ăслăлăх, пĕлỹ, ĕç уявĕнче

Октябрĕн 5-мĕшĕнче районти вĕрентекенсем хăйсен професси уявне савăнăçлă лару-тăрура паллă тума Елчĕкри централизациленĕ клуба пуçтарăнчĕç. Уяв, паллах, сăваплă та пархатарлă, çав вăхăтрах çăмăл мар профессие суйласа илнĕ хисеплĕ çыннăмăрсен ячĕпе ăшă сăмахсем каланипе пуçланчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, чи малтанах пухăннисене райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Вастулова саламларĕ. Район

Подробнее

Яла килсен, ай, мĕн лайăх?

Ял-йыш пĕр пулса пурăнни лайăх Кĕрхи çумăр ир-ирех пĕрĕхме пуçларĕ пулин те район центрĕнчен аякра вырнаçнă яла командировкăна каяссине ырана хăвармарăмăр, инçе çула кĕскетме шут тытрăмăр. Аслă Таяпа ялĕнчен тухсанах кунти илемлĕ тавралăхпа киленсе малалла вĕçтеретпĕр. Аслă çулăн сылтăм айккипе тĕрлĕ йывăçсем ỹснĕрен кĕр кунĕсенче вĕсем пушшех илемлĕн курăнаççĕ: чылайăшĕ симĕс,

Подробнее

Тулăх кĕркунне кăмăла çĕклет

Хресчен ĕçĕ çăмăл мар, анчах яланах хисеплĕ тата кирлĕ ĕç шутланать. Çĕр ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне чунтан парăнса пурнăçланăран кăçал та район уй-хирĕсенчен пысăк тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнине, кĕркуннехи ытти ĕçсем те кал-кал иртнине, çакна кура ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне лайăх кăмăл-туйăмпа кĕтсе илнине пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăх

Подробнее

Ачаран çунатланнă ĕмĕт

пурнăçланнă Вырăскассинче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Курнавăшри вăтам шкулта математика предметне вĕрентекен Светлана Кириллован. Йышлă çемьере ỹснĕ хĕр шкула кайичченех учитель пулас ĕмĕтпе çунатланнă. Шкул партти хушшине ларсан вара унăн ĕмĕт-тĕллевĕ тата çуталса та аталанса пынă. Аслă классенче вĕреннĕ чухне кĕçĕннисене урок тутарассине, тĕрĕслессине хăй çине илнĕ. Ун чухнех вăл учитель

Подробнее

Икĕ çемье чăмăртаннă

Республикăра мобилизациленнĕ çамрăксем мăшăрланнă тĕслĕхсем йышланма пуçлани палăрать. Раççейре тулли мар мобилизаци ятарлă лару-тăру пек шутланма пултарать. РФ Çемье кодексĕн 11-мĕш статйипе килĕшỹллĕн вара курăмлă сăлтав пулсан çемье çавăрма заявлени панă хыççăн пĕр уйăх çитичченех хут уйăрттарма юрать. Ятарлă лару-тăру чухне заявлени панă кунах çемье çавăрма ирĕк пур. Ку ыйтупа республикăри

Подробнее

Малашлăх — çамрăксенче

Хăйĕн ĕçне анлăн пурнăçа кĕртес тĕллевлĕ Елчĕкре пурăнакан Илья Григорьев çамрăк предприниматель 500 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенке уйăрассипе ĕçлекен республикăри комиссин анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта хăйсен бизнесне аталантарма çирĕп шухăш тытнă çамрăксем хатĕрленĕ проектсемпе хушма материалсене тĕплĕн тишкерсе хак панă

Подробнее

Мультимедиллĕ курав

Елчĕкри культура çуртĕнче мультимедиллĕ "Муза Монпарнаса с Волжских берегов" выставка иртет. Ăна октябрĕн 10-мĕшĕнче 14 сехетре савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнă. Паллă ентешсен çулталăкĕнче Мария Воробьева-Стебельская, пултарулăх псевдонимĕ Маревна, çуралнăранпа 130 çул çитнĕ май Президент тата "Чувашия" Попечитель канашĕн фончĕсем пулăшнипе Шупашкарти "Радуга" культурăпа курав центрĕ çак выставкăна йĕркеленĕ те. Ỹнерçĕ Сĕнтĕрвăрринче

Подробнее