Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 77)

«Экскурси питĕ килĕшрĕ»

Хамăр тăрăхра çуралса ỹссе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă, хăйсен тăрăшуллă ĕçĕсемпе ят-сум çĕнсе илнĕ мăнаçланмалли ентешĕмĕрсем сахал мар пирĕн. Вĕсенчен пĕри - Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп шутлав центрĕн начальникĕ Роберт Баранов генерал-майор. Ентешĕмĕр тăван тăрăха манманни, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе хутшăнни савăнтарать. Роберт Петрович иртнĕ çул тăван тăрăха

Подробнее

Пĕрремĕш вырăнта

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Унта министерствăн 2022 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, 2023 çулта пурнăçламалли стратегилле тĕллевсене палăртнă. Леонард Левый коллеги ларăвне хутшăннисен умĕнче Елчĕк муниципалитет округĕнче ГТО комплексĕн мероприятийĕсене пурнăçланин ĕçĕсем çинчен каласа кăтартнă. Сăмах май каласан, 2022 çулта Елчĕксем

Подробнее

Чун-чĕре ыйтнипе

"Ылтăн алăллă" теççĕ ун пек çынсем пирки халăхра. Аллисенче ĕç вĕресе тăрать вĕсен, мĕн пур ĕçе тĕплĕн, çăмăллăн тума пултараççĕ. Хăвăлçырмара пурăнакан Станислав Чернов пирки сăмахăм. Ырă чунлă, теприне яланах пулăшма тăрăшакан çын вăл. Серафим Степановичпа Нина Егоровна Черновсен 4 ачаллă çемйинче 1951 çулта кун çути курнă Станислав. Ачасенчен кĕçĕнни пулнă

Подробнее

Тирпей-илем кĕртнĕ

Округри территори пайĕсенче хальхи вăхăтра тавралăха, çурт-йĕр таврашĕсене тасатса тирпей-илем кĕртес енĕпе субботниксем йĕркелеççĕ. Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ çумĕнчи "Покров" вырсарни шкулне çỹрекен ачасем вĕренỹре анчах мар, ĕçре те харсăр. Чиркỹ настоятелĕ Силуан Козлов иеромонах ертсе пынипе вĕсем çак кунсенче чиркỹ территорине тасатса тирпейлерĕç. Ачасем пачăшкăна ытти ĕçсене

Подробнее

Кайăк-кĕшĕк грипĕ

Кайăк-кĕшĕк грипĕ - хăвăрт сарăлакан вирус инфекцийĕ. Вăл вĕçен кайăксен мĕн пур тĕсне ерме пултарать. Ирĕкри, уйрăмах вĕçсе килекен кайăксем инфекцие хăвăрт сарас хăрушлăх пысăк. Чир вирус ернĕ тискер вĕçен кайăксемпе хутшăннинчен пуçланать. Кайăк-кĕшĕк грипĕ çынна та ерме пултарать. Килте усракан чăх-чĕпсемпе хур-кăвакалсен чир паллисем вируспа сиенленнĕ хыççăн 3-5 кунран палăрма пуçлаççĕ.

Подробнее

Корреспондентсен слетĕнче

"Хыпар" издательство çурчĕ йĕркеленипе Чăваш Енре çамрăк корреспондентсен слечĕ иртнĕ. Унта сăвă-калав, тĕрлĕ хайлав шăрçалама кăмăллакан 100-е яхăн ача пуçтарăннă. Пысăк уява Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти хастарсем те хутшăннă. Слетра калем ăстисем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ ăсталăх лаççинче кăтартнă. Кунта вĕсем телефонпа хитре сăн ỹкерчĕк тăвас,

Подробнее

Юмах ăса вĕрентет

Чăваш Енре Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн Иван Яковлевич Яковлевăн 175 çулхи юбилейне сумлăн кĕтсе илес тĕллевпе сахал мар мероприяти йĕркеленет. Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул çумĕнчи "Ромашка" ача-пăча ушкăнĕнче тăрăшакан Людмила Львовăпа Ирина Воронова воспитательсем шăпăрлансене çак кунсенче Иван Яковлевăн юмахĕсемпе паллаштарнă. Ачасем хайлавсене савăнсах итленĕ, вĕсенчи хăш-пĕр сăнарсене вара хăйсем те

Подробнее

Ырă ячĕ халăх асĕнче

Вăрçă çулĕсем никамшăн та çăмăл килмен. Кашни çемьене пырса тивнĕ инкек. Вырăскассинче çуралса ỹснĕ Федор Медведев çар ретне иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тăнă. Çамрăкранах çỹллĕ те тĕреклĕ пулнипе палăрнă вăл. Шăпа ăна республикăри 200 çамрăкпа пĕрле Белоруссинчи çар округне илсе çитернĕ. Çирĕп сывлăхлă та тавçăруллă чăваш йĕкĕтне кунта тỹрех асăрханă, полк шкулне

Подробнее

Вăрмансенче те тимлĕ пулар!

Çурхи тата çуллахи тапхăрта ялсенче те, вăрмансенче те пушар тухас хăрушлăх ỹсет. Çавна май кăçал апрелĕн 1-мĕшĕнчен пушар хăрушсăрлăхĕн сезонĕ пуçланать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 173 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн республика территорийĕнче апрелĕн 10-мĕшĕнчен пушара хирĕçле уйрăм йĕрке вăя кĕрет. Çак тапхăрта халăхăн пушартан уйрăмах сыхланмалла. Вăрмансен, посадкăсен çывăхĕнче тимлĕ пулмаллине

Подробнее

Инкек-синкексĕр ирттĕр

Уй-хир ĕçĕсем пуçланас умĕн ял хуçалăх организацийĕсенче ĕç сыхлавĕн йĕркисене вĕрентессине тĕп вырăна хураççĕ. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те механизаторсемпе водительсене, акана хутшăнакан ытти çынсене хăрушсăрлăх йĕркисене хăнăхтарас тĕллевпе семинар-вĕренỹ йĕркелесе ирттернĕ. Гурий Федоров председатель яваплă тапхăрта ĕç сыхлавĕпе пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене, производство дисциплинине çирĕп пăхăнса ĕçлесси пирки чарăнса тăнă.

Подробнее