Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 90)

Ял бизнесне йĕркелеме пулăшаççĕ

Чăваш Енри "Агро-Инновацисем" унитари предприятийĕн специалисчĕсем фермерсем, хушма хуçалăх тытакан граждансем, хăйсен ĕçне пуçăнас кăмăллисем валли семинарсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кашни кĕçнерникун ял хуçалăх таварне туса илекенсем "Агро-Инновацисем" унитари предприятийĕнче пуçтарăнаççĕ. Семинарта Ял хуçалăх министерстви кооперативсене, фермерсене кỹрекен пулăшупа, грантăн конкурс условийĕсемпе паллаштараççĕ. Специалистсем округсене те çитеççĕ.

Подробнее

Çурт-йĕр кодексне — улшăнусем

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем регионăн капиталлă юсав çинчен калакан саккунне РФ Çурт-йĕр кодексĕпе шайлаштарма хатĕрленеççĕ. Çак тата ытти ыйтăва парламентăн Çурт-йĕр политикин тата инфратытăм аталанăвĕн комитечĕн председателĕ Игорь Моляков ертсе пынă ларура пăхса тухнă. Улшăнусене Чăваш Республикинчи нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăхăн капиталлă юсавне йĕркелемелли тытăмри право хутшăнăвĕсене палăртасси çинчен калакан саккуна

Подробнее

Пулăçа асăнса

Патреккел ялĕнче пурăннă пулăçа тата сунарçăна Николай Алексеевич Петрова халалласа пулăçсен ăмăртăвĕ иртрĕ. "Прогресс" хуçалăхăн садĕнчи кỹлĕре иртнĕ ăмăртăва пулă тытма юратакан Патреккелĕнчи, кỹршĕ ялсенчи тата районсенчи пулăçсем чылаййăн пуçтарăнчĕç. Тĕрлĕ конкурсра тупăшрĕç вĕсем. "Чи нумай пулă тытакан" номинацире Михаил Клементьев, "Чи пысăк пулă тытакан" номинацире Николай Петров (Патреккел) çĕнтерчĕç. Чи

Подробнее

Ăмăртусенче

ЯЛ ВĂЙЙИСЕМ Красноармейскинче республикăри ял спортсменĕсен вăййисенче Елчĕксем те вăй виçнĕ, 4-мĕш пулнă. Уйрăммăн - механизаторсен 3 енлĕ тупăшăвĕнче Кĕçĕн Таяпари Бориспа Вадим Головинсем çĕнтерỹçĕ ята, çемьесен ăмăртăвĕнче Елчĕкри Портновсем 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. МАС-РЕСТЛИНГ Чăваш Ен чемпионачĕ ЧПУн спорт комплексĕнче иртнĕ. 80 кг çитичченхи виçере Семен Львов (Шăмалак), Павел Окружнов (Чăваш Тăрăмĕ) бронза

Подробнее

Аталану çулĕпе — малалла

Ытларикун округра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулчĕ. Вăл Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Елчĕк районĕн 2022 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетес тата 2023 çулта пурнăçламалли ĕçсене палăртас тĕллевпе ирттернĕ анлă канашлăва хутшăнчĕ. 2022 çулта район администрацийĕ наци проекчĕсене, патшалăх тата муниципалитет программисене пурнăçласси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Пĕтĕмлетỹсене тишкернĕ май чылай

Подробнее

Çĕнĕ тĕллевсене палăртнă

Иртнĕ кунсенче пулса иртнĕ округри хĕрарăмсен канашĕн анлă ларăвне муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикинчи ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова та хутшăнчĕç. Пĕр чăмăра пĕрлешсе обществăлла тивĕçе пурнăçлама хутшăнакан округри хĕрарăмсен ырă та пархатарлă ĕçĕсем пурте халăх куçĕ умĕнче. Леонард Левый çаксем пирки тепĕр хутчен кăмăлтан аса

Подробнее

Туслăх çирĕплентĕр куллен

34 çул каялла, 1989 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Афганистан çĕрĕ çинчен юлашки совет салтакĕсене илсе тухнă. Вунă çула яхăн кỹршĕ çĕршыври халăхсен малашлăхĕшĕн, телейĕшĕн, никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă вăрçăра вĕсем хăйсене шеллемен. Паян афган вăрçин ветеранĕсем çамрăк мар ĕнтĕ - асаттесемпе кукаçисен шутĕнче. Вĕсен асĕнче мĕн чухлĕ тус-юлташĕ ĕмĕр çамрăк тăрса

Подробнее

Пĕрлехи информаци кунĕнче

Юнкун Чăваш Енре, çавăн пекех Елчĕк муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Пирĕн тăрăхра Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова пулнă. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа вĕсем Елчĕкри вăтам шкул коллективĕпе тата тĕп вулавăшра округри "афганецсемпе" тĕл пулнă. Калаçу, тĕпрен илсен, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев

Подробнее

Тин çуралнă ачана — парне

Кăçалтан пуçласа тин çуралнă ачашăн хушма пулăшу мелĕпе тивĕçтерме тытăнĕç. Ăна Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕпе çыхăнтарĕç. Тĕрĕссипе, тин çуралнă ачана наци эрешĕллĕ парне парасси республикăшăн çĕнĕлĕх мар. Тĕрĕ кунĕнче ирттерекен "Тĕрĕпе çуралнă" акци 2020 çулта вăя кĕнĕччĕ. Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вара тин çуралнă кашни ачана наци сĕмĕллĕ парне

Подробнее

Индирен — тракторсем

Чăваш Ене Индирен пĕчĕк тата вăтам хăватлă тракторсем илсе килнĕ. Çакăн йышши техникăна часах Атăлçи комбайн заводĕнче пухма тытăнĕç. СПИК 2.0 инвестици контракчĕпе килĕшỹллĕн çулталăк вĕçлениччен цехран 500 машина тухмалла. ТКС 90 - пахча ĕçĕсем ирттермелли трактор. Ку техникăпа теплицăра та ĕçлеме пулать, ун пек чухне кабинине илсе хума май пур.

Подробнее