Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 192)

Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче

Елчĕкри «Шевле» ача садĕнчи Мария Васильевăпа Изабелла Зинькова Шупашкарти«Радуга» культурăпа выставка центрĕ йĕркеленĕ «Чăваш костюмĕн азбуки» Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕ. Чăваш тĕрри кунне халалланă конкурса республикăри мĕнпур районти, Тутарстан Республикипе Оренбург облаçĕнчи 5-10 çулхи ачасем чăваш тĕррин илемлĕхне сăнланă, халăх костюмĕсемпе паллашнă, мăн асламăшĕсен арчинчи тупрана тĕпченĕ пултарулăх ĕçĕсене пĕр тетраде

Подробнее

Пиллĕкмĕш форум

Раççей Федерацийĕн «Патшалăх наци политикине пурнăçласси» патшалăх программмине пурнăçласа кăçалхи декабрĕн 21-мĕшĕнче Мускавра наци ĕçĕсен федераллă агентстви «Раççей Федерацийĕн чĕлхе политики» V форумне ирттерет. Форума хутăш форматпа йĕркелеме палăртнă. Унта Раççейри нумай нациллĕ халăхсене чĕлхе правипе тивĕçтерессине, чĕлхе урлă халăхсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетмелли çул-йĕрсене, çавăн пекех чĕлхесене упрамалли тата пулăшмалли çĕнĕ

Подробнее

Тимлĕх кирлĕ

Паянхи кун районта 1684 инвалид пурăнать, вĕсенчен 152-шĕ – инвалидсен районти обществин членĕсем. Сусăр çынсем сисĕмлĕ чун-чĕреллĕ, çавна май вĕсене куллен пысăк тимлĕх кирлĕ. Вĕсен пурнăçне кăштах та пулин хаваслăх кÿрес тесе инвалидсен обществин районти уйрăмĕ сахал мар мероприяти йĕркелет. Вĕсен шутне тĕрлĕ çивĕч ыйтăва хускатса çавра сĕтелсем ирттерни, спорт вăййисемпе тĕрлĕ

Подробнее

Ырми-канми тăрăшнă

Вăрçă вăхăтĕнче тылра та çăмăл пулман. Вăй питти ар-çынсене фронта илсе кайнăран мĕн пур йывăр ĕç хĕрарăмсен, ватăсен тата ачасен черчен хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Выçăллă-тутăллă пурăнса халăх тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă, аш-какай, сĕт, çăм, çăмарта туса илнĕ. Мĕн алла илнине управа кĕртсе тăман – тÿрех фронт

Подробнее

«Тылри паттăрсене халалласа»

Çитĕнекен ăрăва çĕршыв историйĕпе паллаштарас тата ăна юратма вĕрентес тĕллеве мала хурса Яманчÿрел ял библиотекинче вĕренекенсемпе «Тылри паттăрсене халалласа» ятпа литература сехечĕ иртнĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунисен паттăрлăхне халалланă. Шкул ачисене Надежда Обожгеева библиотекарь тата культура çурчĕн заведующийĕ Татьяна Иванова вăл вăхăтри тыл

Подробнее

Терапи уйрăмĕнче сипленме аван

Чирлесе ÿксен васкавлă пулăшу машинине чĕнме тиврĕ. Мана тÿрех районти тĕп больницăри терапи уйрăмне вырттарчĕç. 10 кун сиплентĕм унта. Тÿрех палăртам, уйрăмра таса та çутă, ăшă. Вырăн таврашĕ те çĕнĕ. Чирлисем шуса ан ÿкчĕр тесе коридорта виçĕ йĕр резина çыпăçтарса тухнă. Палатăсенче кăна мар, туалетра та тирпейлĕ. Санитаркăсем пур çĕрте те

Подробнее

Нумай ачаллисене – тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ

Кашни çыншăн çемье тĕп вырăн йышăнать. Туслă, килĕштерсе пурăнакан çемьере кăна ĕç те ăнса пырать, ачасем те пултаруллă та ĕçчен, çынна хисеплесе те юратса ÿсеççĕ. Районта нумай ачаллă çемьесем йышлансах пыраççĕ. Патшалăх вĕсене пур енлĕн пулăшса пыма тăрăшать. Аннесен кунĕ умĕн районти ЗАГС пайне нумай ачаллă икĕ çемьене чĕнтĕмĕр. «Чăваш Республикинче нумай

Подробнее

Çĕнĕ çул уявĕ те çывхарать

Производство предприятийĕсемпе суту-илÿ, обществăлла апатлану тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисем хушшинче «Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ çул çутисем» ятпа конкурс иртесси çинчен пурте пĕлме тивĕçлĕ. Елчĕк районĕнче пурăнакансене, çавăн пекех хăнасене Çĕнĕ çулта тата Раштав уявĕсенче савăк кăмăл-туйăм парнелес шутпа йĕркелекен çак конкурса предприяти-организацисем иртнĕ çулсенченех хастар хутшăнаççĕ. Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата

Подробнее

Искусство та пулăштăр

Республикăра наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ларура ЧР ШĔМĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров сăмах илнĕ. Вăл комисси членĕсем умне Чăваш Ен тĕп хулинче наркомание, наркотиксене сивлессине тĕпе хуракан квест-пÿлĕм уçас сĕнÿпе тухнă. Управлени пуçлăхĕ иккĕленмест, вăл аслă классенче вĕренекен ачасемшĕн, студентсемшĕн, ытти çамрăкшăн питĕ усăллă пулĕ. Сĕнĕве

Подробнее

Такăр çул сана, почтальон!

Пурнăç уттинчен юлас мар тесен тăтăшах çĕннине алла илмелле, ыттисен паха опычĕпе паллашмалла... Ку енĕпе радиопа телевиденинче тĕрлĕ передачăсем нумай-ха, çапах та хамăр тăрăхри хыпарсене тĕплĕн тишкерсе пĕлтерсе тăраканни – район хаçачĕ. Елчĕк ен хыпарĕсемпе вăхăтра паллаштарас тесе районти почтальонсем çумăр лÿшкесе çăвать-и е хĕртсе хĕвел пăхать – яланах çула тухаççĕ.

Подробнее