Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 181)

Укçа-тенкĕ нумай уйăрнă

ЧР Спорт министерствин коллегийĕн ларăвĕнче Чăваш Енри спортăн тĕп тĕсĕсене палăртнă. Спортăн 16 енĕ çумне лаша спортне, масс-рестлинг, пауэрлифтинг, шывра ишессине, спорт туризмне, спорт аэробикине тата хоккей кĕртме йышăннă. Вĕсене аталантармашкăн кăçал 25 миллион тенкĕ пăхса хунă. Спорт министрĕ Василий Петров «Спорт – пурнăç йĕрки» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр уйăрнă укçа-тенкĕпе мĕнле

Подробнее

Халăх хисепĕнче

Республикăра «Тавах, тухтăр», «Тавах, медицина сестри» акцие пĕтĕмлетсе «Халăх хисепĕ» общество наградисене тивĕçнĕ 100 çынна палăртнă. Хисеплĕ ят-сум çĕнсе илнисен йышĕнче пирĕн районти тĕп больницăри шурă халатлă ĕçченсем те пур. Андрей Алексеев стоматолог тухтăр, терапи уйрăмĕн заведующийĕ, терапевт тухтăр Алина Васильева, физиотерапи уйрăмĕнчи Альбина Мисякова медицина сестри тата профилактика кабинечĕн медицина

Подробнее

Чиртен сыхланни пĕлтерĕшлĕ

Ковид хыççăнхи синдром – вирус тата инфекци çивĕч паллисем çук пулсан та коронавируспа чирлесе ирттернĕ çынна канăç паман палăрăмсен пĕрлĕхĕ, сиплев курсĕ хыççăн пациент хăйне сывлăхлă туйманни.COVID-19-па чирленĕ, организм ĕçне пăсма пултаракан вăраха кайнă ытти чир-чĕр çук пациентсене çак диагноза лартаççĕ. Ковид хыççăнхи синдром çур çул е ытларах тапхăр та тăсăлма

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

2-мĕш тапхăра хутшăнĕç Вăрнар поселокĕнчи хоккей керменĕнче шкул ачисен вăтам ушкăнĕнче республика первенстви иртнĕ. «Ылтăн шайба» парнисене çĕнсе илес тĕллевпе 5 команда – Вăрнар, Елчĕк, Комсомольски, Çĕмĕрле, Пăрачкав хоккеисчĕсем тупăшнă. Пирĕн район команди вырăнти спортсменсене 1:2 шутпа çеç выляса ярса турнирта 2-мĕш вырăн йышăннă. Çакă Елчĕксене малаллахи вăйăсене хутшăнма май парать. 3-мĕш, анчах... Канашри

Подробнее

Юлиана – призер

Республикăра Раççей Федерацийĕн Прокуратурине туса хунăранпа 300 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинче олимпиада иртнĕ. Малтанхи тапхăрта регионти 500 ытла вĕренекен Раççей патшалăхĕн, прокуратурин историне уçса парас тĕлĕшпе тест витĕр тухнă. Кунта палăрнисем иккĕмĕш пайĕнче куçăмлă майпа «300 çул – саккунлăх хуралĕнче» эссе çырнă. Юлашки тапхăрĕнче ăслăлăх тĕрĕслевне 27-н кăна хутшăнма

Подробнее

Олег Николаев Çырупа паллаштарĕ

Январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çулсерен Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан Çырăвĕпе паллаштарĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, тĕп документра Чăваш Ен Правительствин, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен кĕске тата нумай вăхăтлăха палăртакан ĕçсене пурнăçламалли çул-йĕре палăртĕç. Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин институчĕсен шухăшĕсене тата

Подробнее

Техникăна ачаран юратнă

– Ача чухнех çуралнă ĕмĕт пурнăçланнăшăн питĕ савăнатăп – куллен юратнă трактор çине ларса хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе пурнăçласси маншăн пысăк савăнăç, – пĕлтерет «Сатурн» хуçалăхра механизаторта тăрăшакан Владимир Крысов. Тивĕçе вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă «тимĕр ут» хуçи çурхи кунсенчен пуçласа кĕркуннеччен хуçалăх анисем çинче тар тăкать: тĕш тырă акать, çĕре сухалать, сÿрелет,

Подробнее

Паттăрăн кун-çулĕ вĕçленмест…

Республика пурнăçĕпе аталанăвĕнче унăн çыннисен тÿпи калама çук пысăк. Чăваш Енре 2022 çула Паллă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртни те тÿррĕнех çакăнпа çыхăннă ĕнтĕ. Чăвашсен чи чаплă çыннисем вара – çăкăр çитĕнтерекенсем. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă паттăр салтак, Ворошилов ячĕпе хисепленекен /каярахпа –

Подробнее

Çивĕч ыйтусен авăрĕнче

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый кăрлачăн 17-мĕшĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, учрежденисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура калаçу çивĕч ыйтусем тавра пычĕ. Вакцинаци Асăннă мероприяти пĕлтерĕшне ÿстерес тĕлĕшпе вырăнти оперштаб ларăвĕнче ĕçе килсерен çÿресе йĕркелесси пирки йышăннă. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пĕлтернине шута илсен, кунашкал профилактика ĕçĕн усси пур. Çав вăхăтрах пĕтĕм

Подробнее

Уйăхлăх пуçланчĕ

Паянтан республикăра, çав шутра районта та, çамрăксемпе шкул ачисене çарпа патриот воспитанийĕ парас, физкультурăпа спорта аталантарас, сывлăха çирĕплетес, çамрăксене çар службине хатĕрлессин пахалăхне ÿстерес тĕллевпе оборонăпа массăллă, спортпа патриот ĕçĕсен уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый январĕн 14-мĕшĕнче йышăну кăларнă. Уйăхлăх февралĕн 23-мĕшĕччен тăсăлать. Уйăхлăхра Паллă ентешсен çулталăкне

Подробнее