Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 200)

Тăван ялшăн çунать чĕре!

Пирĕн вăхăтри çамрăклăх комсомол пурнăçĕпе çыхăннă. Мана, 13 çулхи отряд совечĕн председательне, 1955 çулхи май уйăхĕнче комсомол ретне илчĕç. Пĕрре те ĕçсĕр ларман эпир. Кушкăри 7 çул вĕренмелли шкула вĕренсе пĕтерсен колхоз ĕнисене кĕтрĕм, хĕлле фермăра кочегарта тăрăшрăм. 1960 çулта Александра Кузьмина аслă зоотехник сĕннипе Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренме направлени

Подробнее

Ĕçлес кăмăл пысăк

Курнавăшри почта çыхăну уйрăмне хальхи вăхăтра Наталия Смирнова ертсе пырать. Кĕске вăхăтрах пĕрле ĕçлекенсемпе, ку тăрăхра пурăнакансемпе пĕр чĕлхе тупрĕ вăл. Уйрăмри почтальонкăсем – Светлана Фомина, Людмила Иванова, Галина Векова пĕр-пĕринпе чылай çул килĕштерсе тăрăшаççĕ. Ял çыннисене хаçат-журнал валеçнисĕр пуçне, пенсипе те вăхăтра тивĕçтереççĕ. Ку уйрăмра «Елчĕк ене» 182 экземпляр çырăннă.

Подробнее

Район пурнăçĕ

Хисеплĕ çын Сăрьелĕнче ĕçпе хисепе тухнă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Фаик Идиятуллин ĕç ветеранĕ. Фаик Фатыхович хамăр ялтах çуралса ÿснĕ. Ĕç биографине вăл Узбек ССРĕнчи геологи училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн уçнă. 1967 çулта каччă тăван яла таврăннă. Ăçта кăна ĕçлеме тÿр килмен ăна; Халăх шаннă кирек мĕнле ĕçре те чунне

Подробнее

Сыхлăх ялан кирлĕ

Усал пулăма асăрхасан нихăçан та курмăш пулмалла мар. Наркотикпа е çавăн пек тытăмлă япаласемпе ашкăнакансем пирки те çавнах каламалла. Çавăнпа та сывлăха сиен кÿрекен наркăмăшпа çыхланнă çынсене пĕлсенех районти йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене пĕлтермелле. Çĕршывра çулсеренех «Кала, ăçта вилĕм сутаççĕ» акци ирттереççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – наркотикпа сутă тăвакансене, унпа усă куракансене

Подробнее

Инкек ан пултăр

Çанталăк хĕл енне сулăннă май кÿлĕ-пĕвере уйрăм çынсемпе инкек сиксе тухас хăрушлăх ÿсет. Çак тата ытти ыйтусем тавра калаçу пынă та район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче. Ăна райадминистраци пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă. Малтанласа çÿхе пăрпа витĕнекен юханшыв питĕ каварлă. Шăпах çакăн пек «çĕнĕлĕхе»

Подробнее

Ентешĕн тепĕр çитĕнĕвĕ

Иртнĕ кунсенче Çеçпĕл Мишши фончĕн Чăваш Республикинчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ халăхсем хушшинчи 2021 çулхи премие иккĕн тивĕçни паллă пулчĕ. Савăнсах хыпарлатпăр, пĕри – «Чăваш ен» патшалăх телерадиокомпанин информаци программисен службин корреспонденчĕ Алексей Енейкин. Эпир унăн республика кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă хыпарсен тĕрлĕ кăларăмĕсене хавасланса пăхатпăр. Вĕсене халăх патне çитерес ĕçре хăйĕн пысăк

Подробнее

Чиртен никамăн та мар, хамрăн асăрханмалла

Кăçал районта 53 çынна инсульт пулнине шута илнĕ. Тÿрех палăртатăп, чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Çак çынсенчен 7-шĕ ĕçлекенсем. Апла пулсан чир çамрăклансах пырать. Инсульт икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕрремĕшĕ – пуç мимин тымарĕсем татăлса кайнипе пуçа юн каять, иккĕмĕшĕ – юн тымарĕсем пĕрĕнсе ларнипе е тромб хупласа хунипе пуç мимине юн пымасть. Пурне

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Экстримра палăрнă Шупашкарти кооператив институтĕнче вăй экстримĕн спорчĕ енĕпе ялти çамрăксем хушшинче Пĕтĕм Раççейри турнирăн 1-мĕш тапхăрĕ иртнĕ. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче ăмăртса пирĕн ентешсем те палăрнă. 90 килограмран йывăртарах атлетсенчен пьедестал çине тÿрех иккĕн хăпарма тивĕçнĕ: тĕнче класлă спорт мастерĕ Александр Павлов /Кавал/ – пĕрремĕш, Александр Константинов /Тăрăм/ – виççĕмĕш.

Подробнее

Как вести себя после прививки

Роспотребнадзор напоминает, что COVID-19 – очень опасная инфекция, которая может иметь неблагоприятный исход. Инфекционисты и эпидемиологи единодушны, остановить дальнейший рост заболеваемости и окончательно справиться с эпидемией может только вакцинация, которая проводится в течение короткого промежутка времени, когда в популяции создается большой пул защищенных людей и прерываются пути передачи вируса от

Подробнее

Пулас салтаксене – ырă çул

Çĕршывра кĕрхи призыв тапхăрĕ пырать. Октябрĕн 20-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче призыв комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Ку призывра Елчĕк районĕнчен 15-е яхăн йĕкĕт салтак атти тăхăнĕ. Республикипе илес пулсан ку цифра 1200-пе танлашать. Çĕршывра иккĕмĕш çул коронавирус чирĕ алхаснă май пур çĕрте

Подробнее